АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсен çемйи

31 октября 2009 г.

Туçара Мулюковсен учитель çемйисем виççĕ: Геннадий Федоровичпа Елена Васильевна (йывăр тăпри çăмăл пултăр), Иван Степановичпа Вера Петровна, Петр Васильевичпа Альбина Александровна. Вĕрентекен яланах хисеплĕ, ыттисемшĕн кăтартуллă, анлă, тавра курăмлă çын пулнă. Çавăнпа та ĕлĕкех кашниех çак профессие суйласа илеймен. Вулакансене паян Мулюковсенчен пĕринпе çывăхрах паллаштарăпăр.

Иван Степанович Мулюков çак йывăр профессие çăмăл çулпах алла илеймен. Хресчен ачишĕн мĕн пур шанчăкĕ те пĕр хăйĕнче çеç пулнă. Улттăра чухне ашшĕнчен юлнăскерĕн (ашшĕ вăрçăра вилнĕ) çемьери пурнăçа амăшĕпе çеç йĕркелесе пыма тивнĕ. Сахалăн пулман вĕсем Степан Ивановичпа Евдокия Клементьевнăн: 11 ача! Анчах вĕсен чылайăшĕн шăпи синкерлĕ пулса тухнă. Пĕрне аçа çапнă, теприсем çĕр-шывĕпе сарăлнă чирсенчен хăтăлайман, выçăпа аптăранисем те пулнă-тăр.

1943 çулта Альтуç аппан мăшăрĕ вăрçăра вилнĕ текен усал хыпар киле çитнĕ. Çтаппан тетен юлашки çырăвĕ чăна тухнă. «Хăрушă çапăçăва кĕретпĕр. Пĕлместĕп, сывă тухăпăр-ши унтан. Çапах та ман пирки ан кулянăр, хăвăр лайăх тăрăр», – тенĕ вăл унта. Çакăн хыççăн хĕрарăмăн шанчăкĕ лапах сÿннĕ. Ачасене чĕрĕ сыхласа хăварас тесе вăл çĕрĕпе авăн çапнă çĕре хутшăннă. Ирхине вара ĕçленĕшĕн киле пĕр стакан вир кĕрпи илсе килнĕ. Кама тăрантармалла пулнă-ха унпа; Унтан пĕçернĕ пăтта тата миçе пая уйăрмалла;

Туçари вăтам шкултан вунă класс вĕренсе тухнă хыççăн Ивана тÿрех çар хĕсметне кайма ят тухнă. 1954 çулта салтак тивĕçне пурнăçлама Молдавине лекнĕ вăл. Анчах та 1956 çулта Венгри çĕр-шывĕнче режима хирĕç пăлхану пуçлансан вĕсене унта илсе каяççĕ. Çак çĕр-шыври лару-тăрăва лăплантарма хутшăннисене каярахпа вăрçă участникĕсен шайне лартнă. Иван Степанович та паян вĕсен шутĕнче.

И. Мулюковăн салтак хыççăнхи пурнăçĕ чăн малтанах вĕренÿпе çыхăннă. Çамрăк учитель пулас тĕллевпе Канашри педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Çакăнтах каччă хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Канаш районĕн хĕрĕпе Верăпа, паллашать, туслă çыхăну тытать. Мал ĕмĕтлĕ икĕ çамрăк вăл вăхăтра малалла вĕренме йывăр пулнине пăхмасăрах аслă шкула – Чăваш патшалăх университетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Иван – историпе обществоведени факультетне, Вера – вырăс чĕлхин уйрăмне. Вĕреннĕ тапхăртах вĕсем иккĕшĕ те Чăваш Республикинчен çерем çĕр уçнă çĕре каякан ушкăнпа Казахстана та çитнĕ. Павлодар облаçĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр хирсенче пĕрле утă пуçтарнине паян та кăмăллăн аса илеççĕ Мулюковсем.

Алла диплом илнĕ çамрăксем çемье çавăрнă хыççăн педагогăн ĕç стажне Кивĕ Ахпÿртри шкулта пуçланă. Каярахпа вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Туçари вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ. И. Мулюков – РСФСРăн çутĕç отличникĕ, аслă учитель. Вăхăтĕнче вăл хастар пропагандист пулнă, 1973-1975 çулсенче Туçа ял совечĕн председателĕнче ĕçленĕ.

Иван Степановичпа Вера Петровна Мулюковсем ялта хисеплĕ педагогсем. Нумай-нумай выпускник паян вĕсен умĕнче пуç таять, вĕсене тав тăвать. Çемьере вара вĕсем виçĕ ачинчен Светлана Ивановна ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайса педагог профессине суйласа илнĕшĕн савăнаççĕ. С. Мулюкова икĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă. 2002 çулта вăл пысăк ушкăнти тупăшура «Çулталăк учителĕ» ята çĕнсе илнĕ.

Паян Иван Степановичпа Вера Петровна тивĕçлĕ канура. Çитмĕл урлă каçнăскерсем асатте-асанне, кукамай-кукаçи пулнă. Ачисемпе çеç мар, мăнукĕсемпе те савăнаççĕ. Çапах та ватлăх çулĕсене çывхарнă мăшăрсенче учителĕн хăйне евĕр палли – килĕшÿлĕх, сăпайлăх паянхи кунччен те упранать.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика