АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав серепине лекес марччĕ

31 октября 2009 г.

Телевизор пăхатăн-и, хаçат-журнал вулатăн-и – час-часах куç умне «Юмăç пăхатăп», «Пăснине сиретĕп» тата ытти çакнашкал пĕлтерÿсем лекеççĕ. Ирĕксĕрех ваттисем «вăтанман юмăç пулнă» тесе каланă сăмахсем аса килеççĕ. Инкеке лекнĕ çын вĕсем патне утать, хăйне пулăшасса шанса укçа парса хăварать. Нушаллисене ăнланма пулать-ха, анчах çамрăк хĕрсемпе каччăсене мĕн çитмест-ши; Хăйсем ки-лĕштернĕ çынна çавăрассишĕн хăшĕ-пĕри таçта кайса тем тума та хатĕр. Илтетĕн те тĕлĕнетĕн. Ирĕксĕр юраттармалла тусан лайăх теççĕ-ши; Таса та черчен туйăм кам та пулин хушнипе мар, чун туртăмĕпе çуралать. Хура ĕçе пула мăшăрланнă çемьен те телейĕ çук. Эпир паян начар туни пире мар пулсан та ачасене тивет.

Авланнă пĕр арçын каласа пани халĕ те асрах. Вăл ăнсăртран паллашнă хĕр-арăмпа çывăхланса кайнă.

– Хам каясшăн мар ун патне, ура утать. Хăть мĕн ĕçлеме пуçлатăп, ăсран каймасть. Юлашкинчен хама ухмаха ерекен çын пек туя пуçларăм, – тет. Сăлтавне кайран, ăнсăртран пĕлнĕ. Хĕрарăм усал вăйсемпе çывăх пулнă иккен. Çавăн пек çынсене пула мĕн чухлĕн нуша кураççĕ, çемьесем арканаççĕ.

Халь кĕнеке сентрисем тулли тĕрлĕ литература, хуть хăшне илсе вулама та пултаратăн. Тĕрĕссипе, ăса, ырра вĕрентекеннинчен ытларах детективсем, юратуллă романсем тата ... çынна сиен тума вĕрентекеннисем. Сутуçăсенчен (хулара интересленнĕччĕ) ыйтса пĕлнĕ тăрăх, туянакансем пур иккен. Мĕнле шухăшпа илеççĕ – пĕлме çук. Çавсемпех сиен кÿме те вĕренни каламасăрах паллă. Каярахпа вĕсем ним те мар юмăç та «яраççĕ», пăскăнчăксенчен те «тасатаççĕ». Лайăххине пултараймасан та начаррине тăваççех ĕнтĕ.

Пурнăçра этем кун-çулне витĕр куракансем пур, кăна хирĕçле нимĕн те калаймастăп. Анчах вĕсем питĕ сахалăн тата чун-чĕрепе пулăшас текенсем укçа та ыйтмаççĕ-мĕн.

«Хăть мĕнле тарăхсан та çынна ырă пурнăç та сывлăх кăна сунмалла», – теççĕ. Мĕн калани яланах çурмалла пайланать, çавăнпа усал туса хамăра хамăр кăна сиен кÿретпĕр.

О. ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика