АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем хисепе те, мухтава та тивĕç

03 ноября 2009 г.

Хура кĕркунне те çитрĕ. Çĕр ĕçченĕ тин кăштах кăна канлĕх тупрĕ, апла уявсем ирттерме те вăхăт çитрĕ.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем пĕрле пухăнса савăнчĕç. Мероприятие район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Финанс министрĕн çумĕ Р. Быкова хутшăнчĕç, саламларĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ.

Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н. Федоров Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тенĕччĕ. Пирĕн районăн маттур çыннисем çак ята тÿрре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшрĕç. Çу шăрăх та типĕ килчĕ, апла пулин те ÿсен-тăран отраслĕнчен лайăх тухăç илме пултарчĕç. Тĕш-тырă пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан 1620 тонна е 3,1 процент ытларах, пурĕ 53111 тонна пухса илнĕ. Çĕр улми 130365 тонна пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектартан 170 центнерпа танлашнă. «Иккĕмĕш çăкăра» туса илессипе пирĕн район Чăваш Енре пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Хуçалăхăн производство кăтартăвĕ, финанс лару-тăрăвĕ ертÿçĕн çаврăнуçăлăхĕнчен, тавçăрулăхĕнчен, ĕç опытĕнчен нумай килет. Ăçта хальхи вăхăтри технологипе, наукăпа техника çи-тĕнĕвĕсемпе усă кураççĕ, унта ял хуçалăх культурисенчен те, выльăх-чĕрлĕхрен те тупăш илеççĕ. Професси уявне «Малалла», Ленин ячĕллĕ, «Батыревский», «Исток», «Красное знамя», «Труд», «Звезда» хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç.

Ку çулшăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен пысăк тухăç улма-çырла питомникĕ (42,2 центнер), «Батыревский» (39,1), «Малалла» (36,5), «Исток» (35,9), «Труд» (35,6) хуçалăхсем пухса кĕртрĕç. Çĕр улмипе чи лайăх кăтарту – «Батыревский» (224 центнер), «Звезда» (212), «Красное знамя» (195), Ленин ячĕллĕ (190), «Исток» (180) хуçалăхсен.

Кĕрхи культурăсене 6701 гектарта акса хăварнă, çĕртме 14 пин гектарта пурнăçланă.

2009 çулта ял хуçалăх предприятийĕсем 3108 тонна минераллă, 29 пин тонна органикăллă удобрени хывнă.

Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пысăк вырăн йышăнать. Кăçал пĕр выльăх пуçне 26,8 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Районти обществăлла секторта 645 тонна аш-какай тата 5124 тонна сĕт туса илнĕ. АПК предприятийĕсем хушшинче продукци ха-тĕрлессипе Ленин ячĕллĕ, «Звезда», «Труд», «Красное знамя», «Исток», «Малалла», «Первомайск» хуçалăхсенче аван тăрăшаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен тупăш курас тесен ăратлăх патне те тимлĕх уйăрмалла. «Труд», Ленин ячĕллĕ, «Хастар» хуçалăхсенче сыснасен ăрачĕсене çĕнетсех тăраççĕ.

Уйрăм çынсем те какай хатĕрлессипе сахал мар тимлеççĕ, çакна шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсем 3067 пуç сысна çури сутнă.

Вĕлле хурчĕ тытакансем йышланни те лайăх пулăм. Ахальтен мар ĕнтĕ çак отрасльпе 15 АПК предприятийĕ тăрăшать, кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Вĕсенче пурĕ 782 вĕлле хурчĕн çемйи шутланса тăрать. Пĕр çемье пуçне 30 килограмм пыл илнĕ. Уйрăмах «Труд», «Батыревский», «Исток» хуçалăхсем аван ĕçленине палăртма кăмăллă.

Районта среднерусски ăрата усракан «Красное знамя» хуçалăхăн лицензи пур, вăл ăратлă вĕлле хурчĕсемлĕ пакетсене сутассипе те тăрăшать. Кăçал кăна 460 пакет хăйсен хуçисене тупнă.

Выльăх-чĕрлĕх сывлăхне сыхласси – ветеринари службин специалисчĕсен чи таса тивĕçĕ. Вĕсен ĕçне выльăхсене пăхса хаклама пулать. Тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра сиплесе тата асăрханса тăнипе район çыннисемшĕн хăрушлăх тухман.

Техника туянассипе, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе сахал мар тимлеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 90 единица ял хуçалăх техники, 60 миллион тенкĕ ытлалăх туяннă. Тĕрлĕ маркăллă трактор – 53, тĕш-тырă пухакан комбайн – 6, кăкарса çÿремелли ял хуçалăх машини 30 единица ытла.

Çуллен пысăк пахалăхпа ĕçлес тесен техника паркне 10 процент та пулин çĕнетмелле. Кăна валли кашни çул 100-120 миллион тенкĕрен кая мар укçа кирлĕ.

«Вамин-Татарстан» уçă акционерла пĕрлешĕвĕн «Патăрьелĕнчи сĕт-çу завочĕ» филиалĕ 4240 тонна сĕт туяннă. «Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕ»пĕрлешĕвĕн коллективĕ те кăçал аван вăй хучĕ.

Первомайскинчи крахмал завочĕ тепĕр хут ĕçлеме пуçларĕ, вăл 60 тонна пахалăхлă крахмал хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ.

«Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программипе районта çиччĕмĕш çул усă кураççĕ. Çурт-йĕр тума тата туянма социаллă тÿлев 263 çемье илнĕ, вăл шутран çамрăк специалистсем – 73. Тĕллевлĕ программăна пула 30 пин тăваткал метр çурт хута кайнă. Кăçал кăна 19 çемье пурăнмалли условине лайăхлатнă, вĕсенчен 10-шĕ – ялти çамрăк специалистсем.

Кăтартусем начар мар: савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. Çĕре юратса пăхсан, тăрăшса ĕçлесен çитĕнÿсем пулаççех. Çакна районта вăй хуракансем тепĕр хут çи-рĕплетсе пачĕç.

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В. Синеев, «Хыпар» издательство çурчĕн генеральнăй директорĕн-тĕп редакторĕн çумĕ М. Арланов, районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ В. Антонов, уява хутшăннă ытти çынсем те саламларĕç.

Савăнăçлă мероприятинче ĕçре палăрнисене ЧР Ял хуçалăх министерствин тата район администрацийĕн Хисеп хучĕсем тата хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика