03 ноября 2009 г.
«Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра ял тăрăхĕсенчи вулавăш ĕçченĕсемпе уçă калаçу йĕркеленĕ. Мероприяти пуриншĕн те усăллă иртнĕ. Чăн малтанах райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ А. Адикина район шайĕнче йĕркеленĕ акцин планĕпе, программипе, тĕллевĕпе паллаштарнă.
Районти тĕп больницăри Н. Надина врач-наркологăн калаçăвĕ те пуриншĕн те усăллă пулнă. Надежда Борисовна çамрăксемпе çак темăпа профилактика мероприятийĕсем ирттерме методика сĕнĕвĕсемпе паллаштарнă, районта çул çитмен ачасенчен хăшĕ-пĕрисем сăра енне туртăнни, унăн сиенĕ пирки чарăнса тăнă.
Çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ уçă калаçура районти тĕп больницăри С. Ибетова психолог çул çитмен ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăну пирки пыракан калаçăва çивĕчлетнĕ.