АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿнтерле пулăмсем ачасемшĕн ют мар

03 ноября 2009 г.

Пирĕн патшалăх ачасене йĕркеллĕ аталанма чăрмантаракан тÿнтерле пулăмсенчен хÿтĕлес тĕ-лĕшпе чылай мерăсем йышăнать. Чăваш Республикинче те çак саккун никĕсне çирĕплетес тесе пысăк улшăнусем тунă.

Акă, республика прокуратури пуçарăвĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ кăçалхи июлĕн 24-мĕшĕнче ачасене сывлăх, ăс-тăн, ăс-хакăл енчен сиенлĕ витĕм кÿресрен сыхланмалли мерăсем çинчен калакан саккун кăларчĕ. Вăл ачасене уйрăм çынсен, юридици сăпачĕсен хăш-пĕр территорийĕсенче, пÿлĕмĕсенче пулма чарать.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ административлă право йĕркисене пăсни çинчен калакан саккуна кĕртнĕ улшăнусем вара çÿлерех асăннă чарусене пăхăнманшăн административлă яваплăх виçине палăртаççĕ.

Халăхăн право пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе тата ачасем канăва кайнине шута илсе, асăннă саккун акчĕсене ăнлантарассине шкулсенче анлăн йĕркелемелле.

Саккунăн тĕп ыйтăвĕсем шутне çаксем кĕреççĕ:

18 çул тултарман ачасемпе çамрăксем алкоголь, ытти спиртлă шĕвексем, сăра сутнă çĕрте ан пулччăр тесе тăрăшмалла. Йĕркене пăссан должноçри çынсене 3 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 5 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.

18 çул тултарман ачасемпе çамрăксен çĕрлехи вăхăтра (22 сехет хыççăн) обществăллă вырăнсенче ашшĕ-амăшĕсĕр е вĕсене ылмаштаракансемсĕр, е ачасем хутшăннипе мероприяти ирттерекен яваплă çынсăр пулма юрамасть. Çакна пăхăнманшăн 3 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.

Енчен те ачасене асăннă вырăнсенче çĕрле тытса чарсан, спиртлă шĕвек сутакан вырăнсенче кирек хăш вăхăтра тытсан та, ашшĕ-амăшне 500 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.

Саккунсен çак кăтартăвĕсене спиртлă шĕвексем сутакан объектсем (пÿ-лĕмсем, территорисем) тытакан должноçри çынсен те, ашшĕ-амăшĕн е вĕсене ылмаштаракансен те, ачасемпе мероприяти ирттерекенсен те çирĕп пĕлмелле тата пăхăнмалла, ачасене тÿнтерле пулăмсенчен шанчăклăн сыхламалла.

Ю. ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика