03 ноября 2009 г.
Ялта çамрăксем сахал-сахал тесен те, тăван тăрăха чунтан савакансем пурах. Вĕсемшĕн хăйсем çуралнă кĕтесрен лайăхраххи, хаклăраххи урăх ниçта та çук. Кĕçĕн Чементе кун çути курнă Николай Тарасов та шăпах çавсен йышĕнче. Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл хулана каяс тесе те шухăшламан, унта уншăн пурте ют пек туйăннă. 2004 çулта Ульяновск облаçĕнче çуралса ÿснĕ Наталья Оскаровнăпа пĕрлешнĕ хыççăн тĕп килтех пурăнас шухăш тата та çирĕпрех тымар янă. Халĕ çамрăксем Зинаида Осиповнăпа пĕрле пурăнаççĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпе колхозра ĕçленĕ, 8 ача çуратса ÿстернĕ мăшăрĕпе. Шел пулин те, иккĕшĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Тарасовсен виççĕшĕ – Кĕçĕн Чементе, пĕри Шăхачра тĕпленнĕ, иккĕшĕ Шупашкарта кĕтес илнĕ. Тăвансем хушшинче çуралнă вырăнпа пурнăçне çыхăнтарнисем нумайăнни чăннипех те савăнтарать.
Ялсенче çуртсене газпа хутса ăшăтма пикенсен, чылайăшĕ пÿрчĕсене пысăклатрĕç. Николай Ивановичпа Наталья Оскаровна та йыш пысăкланнине кура хăйсен кĕтесне анлăлатнă. Кил хуçи Мускава е тата ытти вырăнсене кайса ĕçлесе килнĕ, выльăх-чĕрлĕх сутнă укçапа тĕллевлĕ кăна усă курма тăрăшнă. Халĕ те Тарасовсем картиш тулли выльăх усраççĕ: икĕ ĕне, икĕ пăру, лашапа тиха, сыснасем, хурсем, чăхсем.
Наташа хăй те килти ĕçсемпе кăна çырлахса пурăнмасть. Вăл райпо лавккинче сутуçăра тăрăшать. Икĕ çул каялла отпуск вырăнне юлнă та унтанпа çакăнтах вăй хурать. Малтан та суту-илÿ системинче ĕçленĕрен халăха таварпа тивĕçтересси уншăн ют мар. Ял çыннисенчен сĕт пухассине те йĕркеленĕ, çавăнпа лавкка ир-ирех кĕрлесе кăна тăрать.
Николайпа Наталья икĕ ывăл ÿстереççĕ, пĕри – 4-ра, тепри 3-ре. Асли Шăхачри ача садне çÿрет, кĕçĕнни асламăшĕпе юнашар. Виçĕ сыпăк пĕр-пĕринпе килĕштерсе те ăнланса пурăнаççĕ.
О.БЕЛЬДЕКОВА.