03 ноября 2009 г.
Пирĕн çĕр-шывра арçынсен 65 проценчĕ, хĕрарăмсен 30 проценчĕ пирус туртать. Арçынсен 80 проценчĕ, хĕрарăмсен 50 проценчĕ çак усал йăлапа 18 çула çитичченех туслашнă. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, пирус тĕтĕмĕнче 4000-е яхăн хими элеменчĕ пур, çав шутра никотин та. Унсăр пуçне пирус тĕтĕмĕнче бензапирен тупса палăртнă. Çак элементсем шыçă чирĕ патне илсе çитереççĕ.
Пирус сиенĕ çинчен илтсенех туртма пăрахмалла пек. Пилĕк çул пирус туртмасан усал шыççа пула вилес хăрушлăх икĕ хут чакать. Анчах та çын мĕн чухлĕ ытларах туртать, çак шухăша пурнăçлама ăна çавăн чухлĕ йывăртарах. Ытларахăшĕ тарăхнă, савăннă, куляннă вăхăтра усал йăла патне таврăнать. Çавăнпа та чĕлĕм мăкăрлантарма пăрахма шутланă çыннăн хăй хăçан ытларах пирус патне туртăннине шута илмелле. Тухтăрпа канашланă хыççăн ятарлă план тумалла. Тĕслĕхрен, тарăхнă вăхăтра пирус туртас вырăнне тĕрлĕ хускану тумалла. Туртма пăрахнă хыççăнах пĕрремĕш кунсенче çын хăйне япăх туять. Çавăнпа та апата В ушкăнри витаминсемпе пуянлатмалла, ытларах канмалла. Эппин, усал йăларан хăтăлма кану вăхăтне суйлăр.
Юлашкинчен çакна палăртмалла: туртма пăрахнă хыççăн тепĕр талăкранах инфаркт пулас хăрушлăх чакать, çур çултан – 50 процент таранах. 15 çултан туртакан çынпа танлаштарсан темиçе хут сывлăхлăрах пулатăр. Усал шыçăпа чирлес хăрушлăх та икĕ хут чакнине шута илсен, чăн та, паянах пирус туртма пăрахмалла.
А. ПРОХОРОВ,
«Роспотребнадзор» управленийĕн территори
пайĕн начальникĕн çумĕ.