07 ноября 2009 г.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан Фонд укçи-тенкипе Патăрьел районĕнче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси вĕçленчĕ.
Палăртнă программăпа килĕшÿллĕн 17 çурта çĕнĕ сăн кĕртнĕ, 10234 тăваткал метр пÿрт çивиттийĕ улăштарнă, 2999 тăваткал метр çурт умне илемлетнĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсене юсас ĕçе «Новый мир», «Стандартстрой», «Энергострой», «Стройкомфорт», «Чувашавтодор» пĕрлешÿсем пурнăçланă. А. АЛЕКСЕЕВ.