АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тимлĕх, конкретлăх кирлĕ

25 ноября 2009 г.

Патăрьел район пуçлăхĕ Н. Глухов райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттернĕ. Малтанах унта иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Вăл тĕрлĕ мероприятирен пуян пулнă.

Районта “Патăрьел хĕлĕ-2009” фестиваль малалла пынă. Эстрада юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Юлашки концерт декабрĕн 18-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртет.

Республикăри 8 сывлăх сыхлав учрежденийĕ хушшинче Патăрьелĕнчи тĕп больница Наци реестрне кĕнĕ.

Библиотекăсемпе шкулсенче чăвашсен çулăмлă сăвăçи Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа тĕрлĕ мероприяти йышлă пулнă.

Милицин участок уполномоченнăйĕсем, бухгалтерсем, налукçăсем хăйсен професси уявĕсене паллă тунă.

Пĕрлехи Информаци кунĕ тухăçлă, ĕçлĕ иртнĕ.

Н. Глухов Информаци кунĕнче палăртнă кăлтăксене, халăхран кĕнĕ ыйтусене пурнăçлас тĕлĕшпе тимлĕрех пулма, хутмалли сезона ирттерессипе, çулсене хĕллехи тапхăрта тытса тăрассипе, халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, бюджетсене пахалăхлă пурнăçлассипе конкретлăрах ĕçлеме хушнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика