АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв кĕркуннепе хĕлле те хăрушă

25 ноября 2009 г.

2009–2010 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çынсем шыв объекчĕсенче инкек ан курччăр тесе Патăрьел районĕнче кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ.

Ялсенче халăх хушшинче шыв объекчĕсенче тимлĕ пулмалли пирки ăнлантаруллă-асăрхаттаруллă ĕçсем тăваççĕ, чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан мĕн тумаллипе паллаштараççĕ. Пăр ларнă вăхăтра çынсен пурнăçне хÿтĕлес енĕпе инструктивлă занятисем ирттереççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕн балансĕ çинче гидротехника сооруженийĕсем пур ертÿçĕсен вĕсен юсавлăхне тĕрĕслемелле. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен пĕвесенчи шыв шайне чакарассине хăвăртрах вĕçлемелле.

Территори шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăха тивĕçтерес тĕллевпе яваплă çынсем уйăрнă.

Пĕвесемпе кÿлĕсенче пăр хулăнăшне кашни кун виçсе тăмалла, ирпе каç пăр структурине те тишкермелле. Çанталăк ăшă тăнă чухне çак ĕçе кăнтăрла та тумалла.

Хальхи вăхăтра пĕвесемпе кÿлĕсенче чи хăрушă вырăнсене кăтартса тивĕçлĕ паллăсем лартаççĕ. Пулăçăсем валли ятарлă вырăнсем палăртаççĕ. Кирлĕ çĕрте пăр çийĕн çуран каçмалли тĕлсене уйăраççĕ. Çак ĕçе Чăваш Республикинчи шыв çинче çынсен пурнăçне хÿтĕлемелли Правилăсемпе килĕшÿллĕн тумалла. Шыв çинче ачасен пурнăçĕшĕн хăрушлăх ан пултăр тесе тăрăшасси çинчен те манма юрамасть.

(Хамăр корр).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика