АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула çĕнĕ хваттерсенче кĕтсе илĕç

25 ноября 2009 г.

Район центрĕнче çывăх вăхăтра нумай хваттерлĕ тăватă патшалăх çурчĕ хута каймалла. Вĕсем пурте тултан капăр, шалтан хăтлă.

Çĕнĕ çула Комаров урамĕнчи виçĕ хутлă çурта та чылайăшĕ пурăнма куçĕç. Хальхи вăхăтра çемьесем хваттерсенче шалти юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çак çуртри 24 хваттертен тăххăрăшĕ урăхла телейпе алла ордер тытĕç. Вĕсем «Кивĕ çурт-йĕр» программăна кĕрсе çак савăнăçа тивĕçнисем.

Пилĕк хутчен аманнă,

çапах киле таврăнайнă«Шăпаран шыва сиксе те хăтăлаймăн», – теççĕ. Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Петр Иванович Майоров Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тăшмана хирĕç çапăçса пилĕк хутчен аманнă! Çапах та вилĕмрен çăлăнса юлнă, кашнийĕнчех çĕнĕрен кĕрешĕве кĕрсе Çĕнтерÿ кунĕчченех алăран пăшал яман...

Вăрçă пуçланнă çул Петя 18-ти каччă пулнă. Чуна çÿçентерекен хыпара вăл çын-çын урлă мар, Левитан радиопа каланинех илтнĕ. Ирсĕр тăшман сасартăк пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕрсенех халăх пур çĕрте те пĕр шухăшлă пулса ăна хирĕç кар тăнă. Ватти те, çамрăкки те хăйсен тÿпине хывма тăрăшнă. Петя та, пĕве çитнĕ яш каччă, ялти ытти çамрăксемпе, вăйпиттипе пĕрле Улатăра окоп чавма кайнă. Йышлă лашапа çула тухнă вĕсем. Александра аппăшĕ те пĕрлех пулнă. Шартлама сивĕре тем хулăнăш шăннă пăра такканă çамрăксем. Тепĕр чухне кунĕпе çеç мар, каçа юлса та ĕçлеме тивнĕ. Çĕнĕ çул умĕн П. Майоровăн ушкăнне канма киле янă. Петр Ивановича вара килте кану мар, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме кайма повестка кĕтнĕ.

Ашшĕ-амăшĕ, тăван-пĕтенĕ салтака сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме пил панă хыççăн çамрăк каччă Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Вĕсен ушкăнне малтанах çар хăнăхăвне вĕренме Хусана янă. Анчах унта ушкăн тулнă пирки вĕсене Сталинград облаçне куçарнă. Пехота училищинче вăтам команда йышне хатĕрлекен специальноçа вĕреннĕ хыççăн Воронежа лекнĕ. Çакăн хыççăн вара унăн çапăçу хыççăн çапăçу черетленнĕ. Петя яланах хăйĕн салтак тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна командир та чи яваплă ĕçсене шаннă, чылай чухне хăйĕнчен хăварман. Петр Ивановичăн пĕрремĕш хут аманни те командирпах çыхăннă. Пĕррехинче вăл икĕ салтака хăйпе пĕрле илнĕ. Шыв шыраса утса пынă вăхăтрах командир сасартăк месерле йăванса кайнă. Петя пулăшу парас тĕллевпе аманнă командира чĕркуççи çине хунă çеç тăшман пульли хăйне лекнĕ, мăйĕ витĕр тухса кайнă. Пĕр талăк выртнă аманнă салтак. Кайран вара Çĕпĕрти пĕр госпитале сиплеме леçнĕ. Пĕр вăхăт унта пулнă хыççăн çĕнĕрен ытти салтаксемпе пĕрле çар ретне тăма П. Майорова комисси витĕр кăлараççĕ, мăйне те аран хускатакан çынна киле ямалла тăваççĕ. Салтакăн мĕн тумалла; Вĕсен йышăнăвне куçранах хирĕçлет чăваш каччи. «Ниçта та каймастăп, вилсен те кунтах юлатăп. Кун пек инвалид ялта кама кирлĕ; Кам качча пырĕ тата çакăн пек аманнăскере;..» тесе шухăшласа илет те хăй ирĕкĕпе тăшманпа çапăçма юлать. Кун хыççăн вара салтакăн хĕрÿ кĕрешÿсем, вилĕмпе куçа-куçăн тăнă самантсем темĕн чухлех пулнă. Вăл тăракан иккĕмĕш ударлă арми Ленинграда ирĕке кăларнă, Курск пĕккинче çапăçнă, Сталинграда илнĕ... Вăрçă çулне йăлтах утса тухнă темелле. Ветерантан вăрçăри чи хăрушă саманта каласа пама ыйтсан Петр Ивановичăн куçĕ шывланчĕ.

– Ун пек самантсем нумай пулнă. Халĕ, акă, Одер юхан шывĕ урлă каçни куç умне тухса тăчĕ. Февралĕн 4-мĕшĕччĕ ун чухне. Юлташсемпе çыранăн тепĕр енне каçнă чухне пирĕн кимме персе лектерчĕç те эпир пурте шыва анса кайрăмăр. Çĕçĕсене, автоматсене те алăран яман, хамăр çăлăнас тесе ишетпĕр. Пурин те вăй пĕтсе пырать. Эпĕ те ишсе тухаймасса туятăп. Тăшман пульли кимме çеç мар, хамăра та лекнĕ. Пуринчен те юн юхса шыва хĕретсе пырать. Вăй чакнипе куç хупăна пуçланăччĕ çеç, сасартăк ура айĕнче хытă япала лексе кайрĕ. Мĕн пур юлнă вăйăмпа «Антоша, земля!» тесе кăшкăрса ятăм. Телее, çыран хĕрринеллех çитнĕ иккен эпир. Пире çийĕнчех полк командирĕ патне илсе кĕчĕç, вăл хамăр çинчи йĕпе япаласене чăр-чар çурса тăкрĕ те ăшă тумтир тăхăнтартрĕ. Тĕрĕссипе ун чухне çав юхан шыв тĕпнех выртса юлатăп тенĕччĕ, – аса илчĕ ветеран.

Вăрçă çулне мĕн пуçласа вĕçне çитичченех утса тухнă ветеранăн каласа памалли те, аса илмелли те пайтах. 86 çулхи ватă вĕсене пурне те лайăх ас тăвать.

Çамрăклах ашшĕнчен юлнă Петя вăрçă хыççăн нумаях çÿремест, Анна Федоровнăпа çемье çавăрать. Пĕрлехи пурнăçра пилĕк ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте ашшĕ-амăшĕнчен тивĕçлĕ воспитани илнĕ, аслă шкултан вĕренсе тухнă.

Петр Иванович Майоров Çĕнĕ Ахпÿртре хисеплĕ те сумлă çын. «Ылтăн алăллă» тесе хаклаççĕ ăна çывăх пĕлекенсем. Вăхăтĕнче вăл пайтах çăпата тунă, атă-пушмак çĕлесе юсанă. Ĕмĕрĕн пысăк пайне вара тимĕрçĕре тăрăшнă. 75 çулчченех кĕрмешнĕ вăл юратнă ĕçре.

А. Егорова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика