25 ноября 2009 г.
Районти ача-пăча библиотекинче республика конкурсĕн пĕрремĕш турĕ иртрĕ. Ăна Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă. Унта 15 шкулти 56 ача хутшăнчĕ. Конкурс виçĕ ушкăнпа иртрĕ. Пĕрремĕшне 7-8 çулсенчи, иккĕмĕшне 9-11 çулсенчи, виççĕмĕшне 12-14 çулсенчи ачасем хутшăнчĕç.
Сăвăсенче конкурсантсем тăван çĕре юратни, унăн ÿсĕмĕпе савăнни, çĕр ĕçченĕн çитĕнĕвĕпе хăпартланни, унăн ĕçне хисеплени, мала хуни палăрчĕ. Çĕр ĕçченĕн династине ырларĕç. Сăвăсене вырăсла та,чăвашла та вуларĕç.
Кĕçĕннисем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Э. Комиссарова пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Эвелина конкурса С. Михалковăн «Булка» сăввипе хатĕрленнĕ.
9-11 çулсенчи 29 вĕренекенрен Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулти К. Козлова çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Вăл В.Давыдов Анатрин «Çăкăр» сăввине вуларĕ.
12-14 çулхисенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Д.Салихов мала тухрĕ. Данияр Р. Ахматовăн « Слово о хлебе» сăввине чуна пырса тивмелле кăларчĕ.
Çĕнтерÿçĕсем республика конкурсне хутшăнса район чысне хÿтĕлеççĕ.
(Хамăр корр.).