25 ноября 2009 г.
Районти ачасене хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ центрĕнче кĕçĕннисемпе шкул çулне çитменнисем хушшинче «Çут çанталăкăн тискер тĕнчи» конкурс иртрĕ. Унта 110 ача хутшăнчĕ. Конкурс виçĕ номинаципе пулчĕ. Ĕçсене çулне кура виçĕ ушкăна пайларĕç. Камсем-ха çĕнтерÿçĕсем; «Тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем» литература конкурсĕнче Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти О. Гордеева, Т. Васильева (иккĕмĕш класс), В. Катырева (4), Д. Павлов (3), Алманчăри вăтам шкулти А. Аляшкина (2), Кзыл Чишмари тĕп шкулти Р. Зейнетдинова (4) лайăх ĕçсем тăратрĕç.
«Çут çанталăкăн тискер тĕнчи» илемлĕх конкурсĕнче Кивĕ Катекри пуçламăш шкул садри С. Степанов, Первомайскинчи А. Волкова, Кзыл Чишмари Р. Каюмов, Д. Калимуллина, Д. Сафина, Пăлапуç Пашьелĕнчи О. Гордеева, Чăваш Ишекĕнчи шкул садри Б. Филиппов, Д. Сорокин палăрчĕç.
«Тĕлĕнмелле – чĕрчун» номинаципе аппликацисем туса Кзыл Чишмари пĕтĕмĕшле тĕп шкулти Р. Абдуллина, И. Галлямова, Д. Сафина, Р. Сафиуллин, Сăкăтри А. Анюрова, В. Елагина, Пăлапуç Пашьелĕнчи Т. Васильева, Первомайскинчи вăтам шкулти Н. Шуряков малти вырăнсене тухрĕç.
Конкурс ачасен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕ пуррине палăртрĕ. Апла пулсан, вĕсене ĕçлеттерме çеç ÿркенмелле мар. Комисси лайăх хак панă ĕçсене республика конкурсне тăратнă. Хушма пĕлÿ паракан центра юлнисенчен выставка йĕркеленĕ.
А. Иванова.