АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Тукмакова асăнса.

25 ноября 2009 г.

Ясная Поляна поселокĕнче çуралса ÿснĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ Сергей Тукмакова асăнса çамрăк велосипедистсен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Тăххăрмĕш класри Сергей Шупашкарти спорт лагерĕнче пулнă чухне пурнăçран уйрăлчĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ ĕнтĕ, анчах та эпир ăна асра тытатпăр, кашни çулах ун ячĕпе çамрăк велосипедистсен ăмăртăвĕсене ирттеретпĕр.

Нăрваш Шăхалĕнчи шкул çумĕнчи велотрасса çине кам пултаруллăраххине палăртма вăтăр ытла пулас чемпион пуçтарăнчĕ. Ăмăрту парадĕнче ачасене вăл вăхăтри физкультура учителĕ тата велосипедистсен тренерĕ пулнă В. Бородкин Сергей шкулта вĕреннĕ чухне сăпайлă та пултаруллă пулнине, тренировкăсенче хушнисене тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса пурнăçланине каласа пачĕ, ăнăçлă стартпа ăнăçлă финиш сунчĕ.

Старта малтанах чи кĕçĕн çулхисем тăчĕç. Вĕсем виçĕ çаврăм хушшинче тупăшрĕç. Чи пултарулли вара Тимур Раськин (Вăрманхĕрри Шăхаль) пулчĕ. Унăн юлташĕ Илья Юманов иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Андрей Григорьев (Нăрваш Шăхаль) виççĕмĕшĕнче. Тепĕр ушкăн 1998-1999 çулсенче çуралнисем. Вĕсен ултă çаврăм тумалла. Кунта стартранах мала Турханти Димăпа Станислав Осиповсем ыткăнчĕç. Павел Павлов (Нăрваш Шăхаль) епле тăрăшрĕ пулин те вĕсен хушшине кĕреймерĕ. Станислав пĕрремĕш, Дима иккĕмĕш, Павел виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Хĕр ачасенчен çак хушша чи хăвăрт Наташа Михайлова вĕçлерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче те Нăрваш Шăхальсем–Лена Николаевăпа Оля Митрофанова. 1996-1997 çулсенче çуралнисенчен тăхăр çаврăмлă хушăра Алексей Осипов пĕрремĕш, Зот Егоров иккĕмĕш, Саша Яковлев (Нăрваш Шăхаль) виççĕмĕш вырăнсенче. Хĕр ачасенчен Настьăпа Снежана Михайловăсене çитекенни пулмарĕ, вĕсем чемпионкăсем. Юлашки ушкăнта 1994-1995 çулсенче çуралнă ачасем пулчĕç. Кунта малтан кĕтнĕ пекех стартранах мала Максим Емельянов ыткăнчĕ. Вăл çак 12 çаврăмра та малтах пырса ăмăрту çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Унăн командăри юлташĕсем Кирилл Ефимовпа Родион Родионов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Маттур, Турхансем! Макаров тренер чăнахах та пултаруллă велосипедистсем хатĕрлени куç кĕретех.

Мала тухнă спортсменсене районти велосипед спорчĕн федерацийĕн председателĕ В. Михайлов предприниматель асăнмалăх парнесем парса чысларĕ.

В. Михайлов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика