25 ноября 2009 г.
Пысăк переменăра та, уроксем хыççăн та Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи библиотека ачасен шавĕпе тулать. Вулав çурчĕ шкулпа юнашарах вырнаçни вĕренекенсемшĕн питех те меллĕ. Кĕнеке фончĕ пуян кунта. Электронлă материалсем те чылай. Юбилярсен ячĕпе компьютерпа ятарласа хатĕрленĕ слайдсем пур. Реферат çырмашкăн ансат материал ĕнтĕ. Наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнас тесен те электронлă шутлав машинипе кирлине шыраса тупма пулать. Çавăнпа çÿреççĕ библиотекăна. Кунти хăтлăх та килĕшет вĕренекенсене. Çĕнĕ кĕнекесемпе пуçласа вĕсем паллашаççĕ. Пĕри вуласан тепĕрне сĕнет. Унтан сÿтсе яваççĕ. Çавăнпа çитĕнекен ăрупа вулакансен конференцийĕсене ирттерме те ансат.
9 пин ытла кĕнеке стеллажсем çинче. Тĕрлĕ тематикăлли пур. Вулакансен йышĕ те пĕчĕк мар. 600-е яхăн формуляр çырнă. Ку чухнехи телевидени, DVD илĕртнĕрен çамрăксем çеç сахалрах çÿреççĕ библиотекăна. Аслăрах çулхисем туслах кĕнекесемпе. А. Павлов, В. Хитрова, Г. Арланова, Г. Скворцова тата ыттисем те вуласа тухман кĕнеке сайра тесен те юрать библиотекăра. Ытларах чăвашлисене кăмăллаççĕ вĕсем. Пурнăç çинчен çырнă произведенисене «шĕкĕлчеççĕ».
Библиотекăпа вĕренекенсем хушшинчи çыхăну тачă пулнинче учительсен тÿпи те пур. Кĕçĕн класранах пĕрлехи мероприятисем йĕркелетпĕр эпир. М. Ярусова, Н. Никитина, Н. Салмина, М. Сугутская, Е. Углева учительницăсемпе юмахсем тĕнчине çитетпĕр. Ачасем валли çыракан авторсен произведенийĕсемпе паллашатпăр.
Вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентекен А. Бельдекова, чăвашлипе М. Табакова та вĕренекенсене хушма кĕнекесемпе усă курма сĕнсех тăраççĕ. Н. Антипова, Ю. Пыркина, К. Козлова, А. Арланова çулленех вулав лидерĕсем шутланаççĕ. Библиотекăра иртекен мероприятисенче те хастар вĕсем.
Ĕçлес тесен вулав çуртĕнче çанă тавăрса ĕçлемелĕх пур. Професси уявĕсем миçе-ши календарьте; Кăçал Çĕр ĕçченĕсен çулталăкĕ. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те мероприяти йĕркелеме пулать. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ çывхарнă тĕле слайдсем хатĕрлерĕмĕр. Социализмла Ĕç Геройĕ Н. Каргинпа маларах тĕл пулу ирттернĕ материалсене кунта усă курма та вырăнлă пулчĕ.
Çавра сĕтел хушшине чĕнмелли хисеплĕ çыннăмăрсем нумай пирĕн. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ А. Каргин ачасене тимлĕ итлесе лармалла каласа пама пĕлет. Мăнкун умĕн матушка Елена уяв пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарчĕ.
Чăваш телевиденийĕнче ĕçлекен М. Карягина пултарулăхĕ çывăх ачасене. Тĕл пулăва хăйне те чĕннĕччĕ. Ачалăхĕпе амăшĕ паллаштарнăччĕ.
Писательсемпе поэтсен юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ кĕнеке выставкисем иртнине куç умне уçăмлăн кăларса тăратаççĕ.
Галина Андреевнăпа Валентина Александровна Карягинăсем, А. Павлов учитель-ветерансем библиотекăра иртекен мероприятисене хутшăнса ĕçлĕ сĕнÿсем парсах тăраççĕ.
Кĕçĕннисемпе ÿкерчĕксен конкурсĕ ирттерни, аслăраххисемпе ыйтусемпе хуравсен сехечĕсем йĕркелени те килĕшет библиотекăна çÿрекенсене. Ялта пурăнакан çамрăксене çеç çул хывтарма кансĕртерех библиотекăна.
Мĕн чухлĕ ытларах вулатăн, çавăн чухлĕ нумайрах пĕлетĕн. Кĕнекене алла илсен пăрахас та килмест текен шухăшсене çирĕплетеççĕ пичет продукцийĕпе туслисем. Халĕ килсерен кĕнеке туянакан е 5-6 экземпляр хаçат-журнал çырăнса илекен çуках ĕнтĕ. Çавăнпа библиотека пулăшăвĕпе усă куракансем хушăнсах пыраççĕ. Çакă пире савăнтарать. Ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕртме хистет. Власть органĕсен йышăнăвĕсене çийĕнчех халăх патне çитерме тăрăшатпăр. «Пичетри çĕнĕлĕх» ятарлă кĕтес пур пирĕн. Хула шайĕнчи библиотекăпа ял шайĕнчи вулавăшăн уйрăм уççи çукрах халĕ. Çакна Чăваш наци библиотекин специалисчĕ, пирĕн район кураторĕ М. Добронравова та çирĕплетет. Ĕçре кирлĕ канашсем самаях парать вăл.
Студентсемшĕн те уçă вулавăш алăкĕ. Вĕсене валли вĕренÿре усă курмалли компакт-дисксем те пур. Хамăр патăрта çуккисене районти тĕслĕхлĕ библиотекăран тупса пама пулать.
Кĕнекепе çывăх çын ăслă. Тавра курăмне те анлăлатать. Çын хушшинче хăйне тыткалама пĕлет. Çакна ачасем патне çитерессине тĕпе хуратăп. Çавăнпа библиотека вĕсенчен татăк тăмасть те.
А. КАПИТОНОВА,
Кивĕ Ахпÿртри библиотека заведующийĕ.