25 ноября 2009 г.
Канашра Тюмень облаçĕнчи Ханты-Манси автономи округĕнчи Нефтеюганск район пуçлăхĕ Владимир Семенов парнисемшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе турнир пулчĕ. Унта хутшăннисене ЧР Президенчĕ Н. Федоров саламларĕ. Пирĕн районтан турнирта А. Исаковпа Н. Краков ăмăртрĕç. А. Исаков виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Тренерĕ В. Анюров.
Йывăр атлетикăпа туслă
Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спортшкулĕнче штанга йăтса арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта 55 спортсмен хутшăнчĕ. Вĕсем спортшкулăн тренерĕсем С. Платонов, Н. Трифонов, Н. Зимин хавхалантарнипе туслашнă йывăр атлетикăпа.
Çивĕч те кăткăс тупăшусенче хăйсен виçисенче А. Чанга, Е. Емельянова, А. Яковлев, Г. Карсаков, Н. Шайманова, Н. Фролов, Д. Давыдов, В. Чернова, А. Мышов, И. Исаева, Е. Кириллов, О. Галкина, В. Леонтьев, Е. Кириллова, Д. Сафин, Н. Васильев малти вырăнсене йышăнчĕç.
Чăваш Республикин темиçе хут чемпионĕсем А. Мышовпа Н. Васильев ăмăртăва хутшăнни унăн илемне кÿчĕ.
О. ГАЛКИНА.