28 ноября 2009 г.
Паллă ĕнтĕ, 2010 çулта Республика кунĕн хăш-пĕр мероприятийĕсем Патăрьел районĕнче иртеççĕ. Çавна май районта тирпей-илем кĕртес, кивĕ çурт-йĕре çĕнетес, юсас, çĕнĕ объектсем лартас ĕçсем кăçалах анлăн сарăлчĕç.
Строительство мĕнлерех пынипе район пуçлăхĕ Н. Глухов объектсене çитсе кăсăкланчĕ. Малтанах вăл район архивĕ пулмалли çурта çитрĕ. Архив унчченхи 1-мĕш вăтам шкул çуртĕнче вырнаçмалла. Унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Унтан район пуçлăхĕ тĕп библиотека çуртне юсанă çĕрте пулчĕ. Кунта çивиттине çĕнетнĕ, халĕ кантăксене ылмаштараççĕ, çуртăн тулаш енне илемлетеççĕ.
2010 çулта Республика кунĕнче “Россельхозбанк” уçă акционер пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьелĕнчи хушма офисĕн çĕнĕ çурчĕ хута каймалла. Ăна тума пуçланă ĕнтĕ. Халĕ никĕс валли шăтăк чаваççĕ. Н. Глухов кунта пулса строительство мĕнле пынипе кăсăкланчĕ.
Район пуçлăхĕ асăннă объектсенчи ĕç çирĕп графикпа пынине, вĕсем вăхăтра хута каясса шанса тăнине палăртрĕ.
Юлашкинчен çакна каламалла: асăннă объектсенче “Энергострой”, “Стройкомфорт”, “АРКА” тулли мар яваплă пĕрлешÿсем ĕçлеççĕ.
А. Алексеев.