АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхлă вăрлăх–тыр-пул никĕсĕ

28 ноября 2009 г.

Вырма вĕçленнĕ хыççăн çĕр ĕçченĕшĕн канăçсăр вăхăт иртнĕ темелле пек.Тĕрĕссипе вара хуçалăхсенче тыр-пула пуçтарса кĕртсенех çĕнĕ тухăç пирки ĕçлеме пикенеççĕ .»Первомайск» хуçалăхра ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсене пуçтарса тирпейленĕ хыççăн механизаторсем 700 гектар ытла çĕре сухаласа хăварнă.Хыт-хура пуснă çĕр лаптăкĕ юлман. Çитес çул акма-лартма çирĕп никĕс валли çĕр хатĕр темелле.

Хальхи вăхăтра хуçалăхра вăрлăхсене алласа кирлĕ кондицие лартма пикеннĕ. Куллен 8-10 хĕрарăм 4-5 тонна вăрлăх тасатать. Чăн малтан урпана тасатма пуçăннă. Ĕçлемелли сахалах мар: мĕн пурĕ 150 тонна вăрлăха алламалла. Çакă акмалли фондран чылай ытлашши, сутлăх та пур.

Хуçалăхăн тĕп агрономĕ И.Киргизов пĕлтернĕ тăрăх, çулсеренех вăрлăха çĕнетсе пыраççĕ. Çакă вара пысăк тухăç илме май парать. Кăçал та Первомайскисем гектартан 27 центнер ытла тĕш-тырă туса илнĕ. Уйрăм культурăсенчен урпа аллă центнер ытла тухнă. Вăрлăхпа, удобренипе ĕçленин, пусăçаврăнăшне пăхăннин усси пурах.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика