АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентĕве–паянхи кун ыйтнă шая

28 ноября 2009 г.

Районта 52 муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ. Вĕсенчен 16 вăтам, 6 пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ, 12 пуçламăш пĕлÿ паракан шкулсем, 15 ача сачĕ тата хушма пĕлÿ паракан 3 учреждени. Пурте «Вĕрентÿ» « наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕç мĕнле пырать-ха районта; Çак тата ытти ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕпе В. Осиповпа калаçу пуçартăмăр.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа тата вĕренĕве модернизацилессин комплекслă проекчĕпе (2007 ç.) килĕшÿллĕн вĕрентÿ çурчĕсене 50 комплект ытла оборудовани килнĕ. 2009 çулта пуçламăш классем валли , ОБЖ кабинечĕсене, спортзалсене кирлĕ вĕрентÿ хатĕрĕсемпе пуянлатнă. Паянхи куна кашни 11,2 ача пуçне пĕр компьютер тивет ( республикăра та çакăн пек кăтарту).База шкулĕсенче вара пĕр информатикăлла шутлав техникипе 5–8 ача усă курать. Шкулсенче 23 интерактивлă оборудовани, 100 ытла медиапроектор пур.

–Вĕрентÿ ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕрсех пыраççĕ. Программа улшăнать. Педагогика кадрĕсем çав çĕнетÿрен юлас мар тесе харпăр-хăй пĕлĕвне мĕнле ÿстерсе пыраççĕ;

–Учительсен 80 проценчĕ квалификациллĕ категориллĕ. Пилĕк çулта пĕрре курссенче пулаççĕ. Педагогика ĕçченĕсен аттестацийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ. 11-шĕ аслă, 73-шĕ пĕрремĕш, 13-шĕ иккĕмĕш категорине пачĕç.

Шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, пуçламăш классене, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем район базинчех хăйсен пĕлĕвне тăсрĕç.

–Шкул ĕçĕ-хĕлне хаклакан япала вăл–ачасен пĕлĕвĕ.Кăçалхипе вĕренекенсем саккăрмĕш хут Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытрĕç. Кăтартăвĕсем республика шайĕнче те япăх мар. Шкул хыççăн пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме май паракан çул-йĕрсене палăртмастăр-и;

–Алла аттестат илекенсем вырăс чĕлхипе, математикăпа тата суйласа илнĕ предметсемпе ППЭ тытаççĕ. Тăххăрмĕш класранах профильлĕ вĕрентÿпе ĕçлеме пуçăнатпăр. Шкултан вĕренсе тухнă çĕре кам пулассине палăртма май парать çакă. Çавăнпа хăйсен ирĕкĕпе суйласа илнĕ экзаменсене те тытаççĕ. Çакă вара аслă вĕренÿ заведенийĕсене шкул хыççăнхи экзамен кăтартăвĕсемпех кĕмелли çăмăллăхсемпе усă курма май паратех

–Ялсенче ача шучĕ чакса пырать...

–Килĕшетĕп. Ку пулăм пирĕн тăрăхшăн та ют мар. Акă, Треньел шкулĕнче саккăрмĕш класра икĕ ача вĕренетчĕ. Вĕсене Ыхра Çырмине куçартăмăр. Кивĕ Катекри пуçламăш шкулта 6 ача пĕлÿ пухать.

Пĕчĕкрех шкулсенчи ачасене çывăхри вĕренÿ учрежденийĕсене çÿреттерме условисем пур пирĕн. Шкул çулне çитмен кашни ачана вĕренĕвĕн малтанхи хăнăхăвĕсене пама тăрăшатпăр. Район центрне çывăх ялсенчи шкул-садсенче тепрер ушкăн уçма май пулнине тишкеретпĕр.

–Кабинетсем, спортзалсем, столовăйсем (шыв кĕрет, тухать, вĕри шыв пур) условисене тивĕçтереççĕ.Анчах хăш-пĕрне çĕнетсех тăмалла. Кĕтмен инкек-синкекĕ те пулать...

-Алманчă шкул тăррине çил-тăвăл аркатрĕ. Юсарăмăр. Тутар Сăкăтĕнче иртнĕ вĕренÿ çулĕнче спортзала хута ятăмăр. Турханти шкулта столовăй кивĕччĕ.Нумай хваттерлĕ пурăнмалли кивĕ çуртра вырăн тупма май пулчĕ. Паллах, район администрацийĕн пулăшăвĕпе. Тĕрлĕ ведомствăри министерствăсем те алă тăсса пама хирĕçлемеççĕ.

–Воспитани ĕçĕ класс тулашĕнче те тăсăлать ĕнтĕ.

–Çапла. Районта ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, искусство шкулĕ, хушма пĕлÿ паракан центр ĕçлеççĕ. Шкулсенче вĕсен филиалĕсене уçнă.

Çитĕнекен ăру вĕренме те, канма та пултартăр ĕнтĕ. Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче олимпиадăсем пуçланчĕç. Малтанхи призерсем паллă. Мероприятисем те пулсах тăраççĕ. Дискотекăсем йĕркелеме те ирĕк пур. Анчах çакна асра тытмалла. Саккунпа килĕшÿллĕн шкул ачин каçхине 22 сехет хыççăн урамра çÿремелле мар. Çакăншăн ачасен ашшĕ-амăшне те явап тыттараççĕ.

Вĕренекенсем тĕрлĕ кружок занятийĕсене çÿреççĕ. Çăмăл атлетика, кĕрешес енĕпе, ытти секцисем ĕçлени ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма май параççĕ.

Шкулсенчи спортзалсем уроксем хыççăн та уçă.Вĕсенче вăхăта усăллă ирттерме пулатех.Турханта ,акă, тивĕçлĕ канăва тухнисем те спортзала çÿреме ÿркенмеççĕ.

–Сăмах сывлăх çине куçрĕ пулсан уроксенчи ĕшенĕве ирттермелли майсем çинче чарăнса тăраймăр-и;

–Физкультура тăхтавĕсем, хускану вăййисем, ирхи зарядкăсем тумалла.

Шкулсем черетпе Патăрьелĕнчи спорт комплексне çÿреççĕ. Спортăн 18 енĕпе спартакиада иртет.

–Кашни вĕрентÿ учрежденийĕнчех управлени органĕ пур. Унта общественноçа та явăçтарнă.

–Çапла. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ–пĕрлехи ĕç.Вăл никамшăн та ют ан пултăр.Шкул çулленех халăх умĕнче отчет тăвасси йăлана кĕчĕ.

–Ача шучĕ чакать терĕмĕр. Медалистсен шучĕ ÿсет.Çакă хăйех вĕрентĕве паянхи кун ыйтнă шая çитерме тăрăшнине çирĕплетет пулас.

–4–5 çул каяллахине илес пулсан ачасен шучĕ пин ытла чакнă. Медалистсен шучĕ ÿснĕ.Малашлăхра кăштах улшăнусем пуласси курăнать. Ача амăшĕн капиталне пани те йыш хушассине çĕнетрĕ.

–Кирек хăш ĕçре те лайăххи те, япăххи те пулатех. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса ĕçе малалла яма ăнăçу пултăрах сире.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика