09 декабря 2009 г.
Пурнăçра телейлĕ пулма икĕ япала кирлĕ теççĕ. Пĕри – çемье, тепри – юратнă ĕç. Именкассинчи М. Зейнетдиновăн вара ун пирки ÿпкелешсе калаçмалли çук. Мевлет Хабибуллович çемьере те, ĕçре те чăннипех хăйĕн вырăнне тупнă.
Ялти тантăшĕсем хушшинче çуран чупассипе, йĕлтĕрпе ярăнассипе Мевлета çитекенни пулман тесен те юрать. Шăнкăртамри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе кăсăкланма тытăннă, ăмăртусенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
– Вăл вăхăтра пире физкультура предметне СССР шайĕнче палăрнă спортсмен Р. Камалетдинов вĕрентетчĕ. Аслă юлташăмăр ăс панисем маншăн питех усăллă пулчĕç. Хамăн пурнăçăма та спортпах çыхăнтартăм, – тет хăйĕн çамрăклăхĕпе паллаштарнă май Мевлет Хабибуллович.
Тутар республикинчи Альметьевскри физкультура техникумне пĕтернĕ хыççăн çарта пулать. Салтак йĕлтĕрпе чупассипе чаçре иккĕмĕш, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе вара Мускав облаçĕнче иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Спортри çитĕнÿсемшĕн çар командованийĕ ăна отпуск парса хавхалантарнă.
1974 çулта шăпа ĕнерхи салтака Первомайскинчи вăтам шкула илсе çитернĕ. Çамрăк вĕрентекен часах ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă, уроксене ирттернисĕр пуçне çăмăл атлетика тата ирĕклĕ майпа кĕрешессипе секци йĕркелесе янă. Чунтан юратса пурнăçланă ĕç хăйĕн çимĕçĕпе савăнтаратех. Акă, Аслă Арапуç тăрăхĕнчи хĕрсемпе каччăсем республикăра çеç мар, çĕр-шыв, тĕнче шайĕнче те палăрма тытăннă. Александра Деверинская хăвăрт утассипе тĕнче рекордне çĕнеме пултарчĕ. Эльзăпа Ринальда Смирновасем, Елизавета Албутова, Василий Никитин, Василий Алексеев, Владимир Мазяков, Владимир Ефимов, Иван Киргизов çăмăл атлетсем спортри çитĕнÿсемшĕн халĕ те хăйсен пĕрремĕш тренерне – М. Зейнетдинова ырăпа аса илеççĕ. Юлашки çулсенче вара чупакансем хушшинче Сергей Емельяновпа Валерий Полетаев тĕнче класлă спорт мастерĕсем сатур.
Ятарлă спортзал пулман пирки класс пÿлĕмĕнчех тренировкăсем ирттернĕ, мат вырăнне кивĕ матрассемпе усă курнă. Кĕрешÿ историйĕ Первомайскинче шăпах çакăнтан çырăнма пикеннĕ.
Тренировкăсенче тар тăкни ахаль иртмест. Пĕрремĕш çулах вуннăмĕш класра вĕренекен Владимир Семенов республика команди йышне лекет, Раççейри чи вăйлă кĕрешÿçĕсемпе тĕл пулсан та Анат Чакă каччи çухалса каймасть, пĕрин хыççăн теприне çурăм çине вырттарать, финалта вара Мускав кĕрешÿçине пĕр очко выляса ярса иккĕмĕш вырăна тухать. Ял ачипе унăн вĕрентекенĕшĕн çак утăм халĕ те куç умĕнчех. Унтанпа вăхăт та чылай шурĕ. Владимир Михайлович хăй те сахал мар кĕрешÿçĕ хатĕрлерĕ, «Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ» ятсене ентешĕмĕр паянхи кун та ĕçпе чăнлăха кăларать.
Анатолий Власов, Петр Лепешкин, Юрий Атрасьев, М. Кошелев, Юрий Карпов, Борис Езюков, А. Филиппов, Виталий Клементьев, Николай Семенов тата ыттисем те тĕрлĕ ăмăртура хăйсен вăйĕпе тĕлĕнтернĕ, районăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче пулнă.
Хальхи вăхăтра та Аслă Арапуç шкулĕнчи кĕрешекенсем хисепре: 40 яхăн хĕрпе каччă черетлĕ тренировкăсем ирттереççĕ. Çавăн пекех Ишлĕ шкулĕнче те вăл кĕтнĕ хăна. Сител хĕрĕсем – Алевтина Лисицынăпа Мария Соколова хăйсен ăсталăхне Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре малалла туптаççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем пирки хаçатра пĕрре мар çутатрăмăр.
Ĕçне кура хисепĕ, чысĕ. М. Зейнетдинов халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ», «Чăваш Республикин 2008 çулхи чи ла-йăх тренерĕ» ячĕсене, тĕрлĕ Мухтав хучĕсемпе дипломсене тивĕçнĕ.
Мевлет Хабибулловичпа Фирдания Минетулловна икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Сăмах май унăн мăшăрĕ те вĕрентекен. Асли Ильдар ашшĕ çулĕпе кайнă, Шăнкăртамри вăтам шкулта физкультура тата ОБЖ предмечĕсене вĕрентет. Динар – Шупашкарти пĕр фирмăри коммерци директорĕ.
60 çула çывхаракан тренершăн (чăнах та хусканăвне кура 40-рен ытла та параймăн) Аслă Арапуç тăван ял пекех. Ара, çамрăклăхĕ, ĕçлĕ пурнăçĕ пĕтĕмпех çак таврапа çыхăннă-çке. Ишлĕ, Пăлапуç Нурăс, Пăлапуç Пашьел, Сител, Пÿртлĕ, Анат Чакă, Атăк, Каншел çыннисем те ют мар, чылайăшне паллать. Курнăçсан вара сăмах вакламасăр иртмест.
А. КОЗЛОВ.