АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас пенсишĕн хамăрăн та тăрăшмалла

09 декабря 2009 г.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ черетлĕ аудио-пресс-конференцинче марафонăн иккĕмĕш тапхăрне пĕтĕмлетрĕ. Ку ыйтупа Раççей Федерацийĕнчи Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Р. Кондратьева сăмах илчĕ.

– Патшалăх хăйĕн çыннисене тивĕçлĕ ватлăх туса памашкăн манмасть. Анчах хамăрăн та пулас пенси пирки халех шутламалла, – терĕ Роза Алексеевна калаçăва пуçарнă май. – Çулталăкра эсир 2 пин тенкĕ хыватăр, патшалăх та 2 пин тенкĕ уйăрать. 12 пин тенкĕ тĕк – пулăшу та çавăн чухлех.

Программăна хутшăнса ĕçпе тивĕçтерекен те сирĕн пулас пенсие укçа-тенкĕпе пулăшма пултарать. Кун пек чухне вăл налук çăмăллăхĕпе усă курать. Программăна 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен кĕмелле. Вăл гражданин пĕрремĕш взнос хывнăранпа 10 çула тăсăлать.

Укçине вара кредит учрежденийĕ урлă хăвăрăн хывма юрать. Квитанци бланкне Пенси фончĕн вырăнти управленийĕнче параççĕ.

Чи пĕлтерĕшли çакă: программăпа килĕшÿллĕн сирĕн взносăн 2009 çулхи сумми 2 пинрен кая мар пулмалла. Çакăн пек чухне çеç патшалăх пулăшăвне тивĕçетĕр.

Енчен те программăна кĕтĕр, анчах взнос хывман пулсан çакна декабрĕн 25-мĕшĕччен ĕлкĕрмелле. 2010 çултан вара ăна уйăхсерен пĕчĕккĕн те куçарса пыма пулать. 167 тенкĕ укçа нумаях та мар ĕнтĕ. Пенсие тухсан унăн пулăшăвĕ палăратех.

Р. Кондратьева çавăн пекех 2010 çултан уйăхне пĕр хутчен тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, сусăрсене, политика репрессине тÿснисене паракан укçа тÿлевĕн индексацийĕпе те паллаштарчĕ.

Пулас пенсие пысăклатма халех пикенмелле ĕнтĕ. Ку ыйтупа Çĕнĕ Шупашкарти пенси фончĕн уйрăмĕн начальникĕ И. Леонтьев тата «Пенси системине медернизацилес» ыйтупа Раççей пенсионерĕсен канашĕн регионти уйрăмĕн представителĕ У. Иванов та тухса каларĕç.

Р. Кондратьева Раççейри иккĕмĕш пенси форумĕн итогĕсемпе те паллаштарчĕ. 2010 çултан вăя кĕрекен федераллă саккунсем çинче чарăнса тăчĕ.

Аудио-пресс-конференцине хутшăннă хăш-пĕр журналистсем вырăнсенче пенси ыйтăвне мĕнле çутатнипе паллаштарчĕç. Чи тăрăшуллисене Р. Кондратьева Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн Тав хучĕсене пачĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ.

Аудио-пресс-конференцине районти пенси уйрăмĕн ĕçченĕсем, Г. Чинахова пенсионер хутшăнчĕç. Яваплă çынсем кун йĕркинче хускатнă ыйтăва халăх патне çитерме пулчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика