09 декабря 2009 г.
Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Сăкăтра çуралса ÿснĕ юрă-кĕвĕ ăстин Станислав Петрович Толстовăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Ăна юрăç тата композитор сцена çине тухни çирĕм пилĕк çул çитнине халалланă.
С.Толстов мĕн ачаранах купăс калама, юрă-кĕвĕ итлеме кăмăлласа ÿснĕ. Аслă пиччĕшĕ Геннадий купăспа вылянине пĕчĕккĕллех киленсе итленĕ. Ун чухнех çитĕнсе çитсен юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл вара чăнахах та пурнăçа кĕчĕ. Паян Станислав Петрович кĕвĕленĕ чăваш юррисене хамăр республикăра çеç мар, Чĕмпĕрте те, Тутар республикинче те хапăл туса йышăнаççĕ. Верония мăшăрĕпе юрлакан юрăсене çынсем яланах тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ.
Толстовсен çемйи ыттисенчен чăн малтанах кĕвĕ-çемĕпе, юрăпа çывăх пулнипе палăрса тăрать. Николай шăллĕ паянхи кун Сăкăт халăх хорне ертсе пырать. Вăл ĕлĕкренпех таврари паллă коллективсенчен пĕри пулнă. Станислав Петрович та хор ĕçне йĕркелесе пыма тăтăшах явăçать.
Творчество каçне тăван ялти халăх хорĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем А.Чебановпа Ю.Сементер çырнă, С.Толстов кĕвĕленĕ вокалпа хореографи сюитине кăтартса чыс турĕç.
Уявра ентешĕмĕр ячĕпе ăшă салам сăмахĕсем нумай пулчĕç. Вĕсем пурте Станислав Петровича творчествăра, юрă тĕнчинче тата пысăк çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕç. Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ В.Кузнецов, «Красное знамя» хуçалăхри тĕп зоотехник Ю.Чернов, ялти ача сачĕн ертÿçи Н.Нртина, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ А.Чернова, ЧПУ деканĕ А.Данилов, «Хыпар» хаçатăн редактор çумĕ Г.Максимов тата ытти хăнасем те ентеш пирки нумай ăшă сăмахсем каларĕç.
С.Толстова пултарулăхĕнче курăмлă çитĕнÿ тунăшăн ЧР Культура министерствин тата республикăри композиторсен ассоциацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Ентешĕн пултарулăх каçĕ юрă-ташăпа вĕçленчĕ.
А.СУЛАГАЕВА,
Сăкăтри тĕслĕхлĕ вулавăш библиотекарĕ.