09 декабря 2009 г.
Туçари «Сар хĕвел» ача садне çÿрекенсем ашшĕ-амăшĕ умĕнче ĕлĕк хĕрсемпе каччăсем мĕнле улах лартнине кăтартса пачĕç. Аслă ушкăнри ачасем Е.Кипяткова воспитательница, А.Сабаева музыкант ертсе пынипе чăваш юррисене юрларĕç,ташшисене ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Унтан асатте-асанне çинĕ апата ас тиврĕç.
Кĕçĕн çулхисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕр ачасемпе арçын ачасем çемĕ майăн ташларĕç.
Ача садне çÿрекенсем улах лартнă чухне сцена çинче хăйсене тытма пĕлни, вăтанманни курăнчĕ. Пĕчĕклех çакна вĕренни пуласлăхра вĕсене çăмăллăх кÿни каламасăрах паллă.
О.ПАВЛОВА.