09 декабря 2009 г.
Районта темиçе яла пĕрлештерекен тата пĕр ялтан тăракан ял тăрăхĕсем те пур. Пĕр яллисенчен пĕри–Тутар Сăкăчĕ. Йышĕпе илес пулсан вăл пĕчĕкех мар, 390 хуçалăхра 1400 çын пурăнать. Вăтамран кашни çемьене виçĕ çын тивĕçет.
Паян тĕнче шайĕнче шавлакан экономика кризисĕн тапхăрĕнче Тутар Сăкăтсене пурнăçа сыпăнтарса пыма, аталанма, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма çăмăлах мар. Ытти ял тăрăхĕсенче пуринче те ял хуçалăх производство кооперативĕсем, ял хуçалăх артелĕсем, тулли мар яваплă обществăсем пур. Кирек мĕнле аталансан та вĕсенче ĕмĕрĕпе колхозра тăрăшнă çынсемех ĕçлеççĕ. Çак ялта вара унчченхи çĕр ĕçченне пĕрлештерсе тăракан хуçалăх çук, экономика йывăрлăхне пула саланнă. Çапах та хальхи вăхăтра Тутар Сăкăтсем халсăр тесех калас килмест. Районĕпе илес пулсан кунта паян чи йышлă фермер хуçалăхĕ. Тĕрĕссипе вара ытти çынсем пурте вĕсен пулăшăвĕпе, техника çăмăллăхĕпе усă кураççĕ. Пĕри ерçеймесен, тепри алă тăсса парать.
Паян ял тăрăхĕнче вăйлă аталанса пыракан хуçалăх çук пулин те уйрăм хушма хуçалăхсенче хăйсене пурăнмалăх услам тумалли техника çителĕклĕ. Çынсем шултра выльăха усрама çăмăлах пулмасан та кил сиктерсе тенĕ евĕр ĕне тытаççĕ, вăкăр çитĕнтереççĕ. Ялта çитмĕл килте лаша пур. Унпа хуçалăхра нумай ĕç тăваççĕ.Кунсăр пуçне ял çыннисенче 139 çăмăл, 73 груз турттаракан автомашина, тĕрлĕ йышши 21 трактор. Техника тĕлĕшпе те пĕр-пĕрне пулăшмалăх май пур. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ каллех «хурçă утсене» вăхăтлăх çеç кĕрлеттерсе илеççĕ. Пĕрре–ака-сухара,тепре–кĕрхи ĕççи вăхăтĕнче. Ытти чухне вара вăйпитти арçынсене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймастăн. Çамрăксем Хусана е Мускава ĕçлеме çÿреççĕ. Ялта виçĕ строительство бригади вахта меслечĕпе ют çĕре кайса ĕçлесе пурăнать. Пурнăçа сыпăнтарма çапла май тупнине нимĕн те хирĕçлеймĕн. Тутар Сăкăтсем те районти ытти ял çыннисем пекех газ кĕртме те, хушма хуçалăха аталантарма та патшалăх паракан çăмăллатнă кредитпа укçа илнĕ. Банкпа тунă килĕшĕве татма юрамасть. Ирĕксĕрех çамрăккин те, вăйпиттин те çемьерен ăрасна пурăнса кивçене татма тивет. Вырăнти социаллă-культурăллă обьектсем вара пÿрнепе шутласа тухмалăх та çитмеççĕ:шкул, культурăпа кану центрĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, почта, икĕ мечĕт, 2-3 магазин...
– Юлашки çулсенче ял тăрăхĕ урамсенчи çул-йĕре, хамăр пурăнакан вырăна, ытти тăкăрлăксене тирпейлес тĕлĕшпе ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пырать. Паян ялти çичĕ урама та çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те кĕрсе тухма май пурри кăмăллă. Урамсенче кирлĕ мар ăпăр-тапăр сапаланса ан вырттăр тесе кашни уйăхăн вуннăмĕш числинче çÿп-çапа тракторпа пуçтарса çÿрессине йĕркене кĕртрĕмĕр. Халăх çакна майĕпен хăнăхса пырать темелле. Çÿп-çап тăкмалли вырăна та кирлĕ пек йĕркелерĕмĕр, йĕри-тавра йывăçсем лартрăмăр.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 20 çынна вăхăтлăх ĕçе явăçтарса нумай вырăна тирпейлерĕмĕр. Масар çинчи ватă йывăçсене касса кăлартăмăр, тасатрăмăр. Ку ĕçе хĕлле, ялта арçынсен вăйĕ йышлă чухне, малалла тăсасшăн.
Нумай пулмасть çеç ялти культурăпа кану центрĕн çурт тăррине улăштартăмăр. Малашне кĕрхи-çурхи çумăрсем çамрăксене, ял халăхне культурăллă мероприятисем ирттерме чăрмантармĕç,–терĕ ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ З.Салихов халăх пурнăçĕпе паллаштарнă май.
Вĕсемпе ял илемлĕ
Кирек мĕнле çемьене те ача сасси илем кÿрет. Кăçалхи август уйăхĕнче ялта çуралакансемпе вилекенсен шучĕ пĕр шайра пулнă. Хальхи вăхăтра вара ял тăрăхĕпе 19 çын пурнăçран уйрăлнă,15 пепке çут тĕнчене килсе çемьене савăнтарнă.
Ял пурнăçне ватă аксакалсем те илем кÿреççĕ. Акă, М.Хафизова çитес çулхи май уйăхĕнче пĕр ĕмĕр тултарать. Месрудзим аппа хăйĕн мăшăрĕпе 75 çул пĕрле пурăннă! (Мăшăрĕн йывăр тăпри çăмăл пултăр) Ĕмĕрĕн ытларах пайне никама курмасăр, туйса çеç ирттернĕ пулин те кинемей пурнăç çине нихçан та ÿпкелешмест.
Тутар Сăкăтĕнче паян 335 пенсионер шутланать. Вĕсенчен 233шĕ хĕрарăм, 102шĕ арçын. Вăрăм ĕмĕрлисенчен ача амăшĕсем патвартарах пулни курăнать. Акă, З.Тухфатуллова, Ш.Мухутдинова, М.Валеева, Г.Абитова, Ф. Алиуллова, М.Габитова тăххăрмĕш теçеткерен иртнĕскерсем. Сывлăх пулсан вĕсем те М.Хафизова пекех çĕр çула та çывхарĕç.
Э.Абдулалимова, С.Шарафутдинова, А.Куликова ача амăшĕсем вара ялта чи хисеплисенчен пĕрисем. Вĕсем пурте вуншар ача çуратса ÿстернĕ, воспитани панă. Кинемейсем виççĕшĕ те «Ача амăшĕн героиня» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. А.ЕГОРОВА.