12 декабря 2009 г.
Район пуçлăхĕ Н. Глухов «Шыгырданы» тулли мар яваплă пĕрлешÿ ертÿçипе З. Халитовпа Сăкăт ял поселенийĕнче пулнă. Кунта юсавпа строительство ĕçĕсен пысăк калăпăшне пурнăçлаççĕ. «Шыгырданы» пĕрлешÿ – Сăкăт ял поселенийĕнчи инфратытăма комплекслă тата компактлă çĕнетекен ĕçсен подрядчикĕ.
Малтанах вĕсем Сăкăтри ача садне çитнĕ. Кунта чÿречесемпе алăксене улăштараççĕ, ытти юсав ĕçĕсене тăваççĕ. Садик ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, юсав хыççăн улттăмĕш ушкăн уçма май пулать. Хальхи вăхăтра садика Сăкăтран çеç мар, Патăрьелĕнчен, Тикешрен, Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăран çÿреççĕ.
Сăкăтри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне 2005 çулхи декабрьте уçнă. Пурăна киле ăна анлăлатмалла пулса тухрĕ. Кунта халĕ юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Унччен офис 132 тăваткал метр йышăннă пулсан, малашне 360 тăваткал метрта вырнаçать. Çавна май кунта аптека пункчĕ уçма, медиксене ĕçлеме, халăха йышăнма условисем лайăхланаççĕ.
Ялти культура учрежденийĕсене модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн Сăкăтри культура çуртне юсаççĕ. Кунта алăксене, урайне улăштарнă, кабинетсене çĕнетнĕ, чÿречесене улăштараççĕ, креслăсем, музыка аппаратури туяннă. Культура çурчĕн сăнĕ палăрмаллах илемленнĕ.
2009 çулхи типĕ çанталăка пула нумай çĕрте пушар сÿнтерме шыв тăракан вырăнсем типрĕç. Çавна май Сăкăтра икĕ çĕрте шыв тытмалли вырăнсене тарăнлатаççĕ.
Н. Глухов пĕтĕм объектсенче ĕçсем ăнăçлă пынине палăртнă, строительсемпе учрежденисенче ĕçлекенсемпе калаçнă, ыйтусене хуравланă.
А. АЛЕКСЕЕВ.