12 декабря 2009 г.
Çак кунсенче республикăн тĕп хулинче пĕчĕк предпринимательствăпа тата бизнеспа ĕçлекен вăтăр çулчченхи çамрăксем хушшинче конкурс пулнă. Вăл «Открой свое дело» ятпа иртнĕ. Унта пирĕн районтан Шупашкарти аслă шкулсенче тăваттăмĕш курсра вĕренекен О. Майринăпа В. Волкова хутшăнса хăйсен проектне ăнăçлă хÿтĕленĕ, иккĕшĕ те хула администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Оксанăпа Виолетта иккĕшĕ те Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул выпускникĕсем. Пулас дизайнерпа экономист маларах çакнашкал Пĕтĕм Раççейри конкурсра хутшăнса хăйсен ĕçне хÿтĕленĕ, ун чухне те вĕсен чи лайăх çĕр проект шутне кĕнĕ. Пулас çамрăк специалистсене малашнехи ĕçре ăнăçу çеç сунар.