12 декабря 2009 г.
Чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ районти олимпиадăна 72 вĕренекен хутшăнчĕ. Тăххăрмĕшсенчен чи маттурри Ыхра Çырминчи вăтам шкулти А. Антонова (вĕрентекенĕ С. Кулакова), вуннăмĕшсенчен Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти А. Федорова (Н. Павлова), вунпĕр-мĕшсенчен Туçари вăтам шкулти О. Баранова (В. Яковлева) пулчĕç.
Чăваш сăмахĕпе олимпиадăна вырăс тата тутар шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Кунта Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти тăххăрмĕш класри М. Хайбуллов (вĕрентекенĕ В. Егорова), Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти вуннăмĕшĕнчи К. Пыркина (М. Иванова) тата вунпĕрмĕшĕнчи О. Мальцева (Г. Хлебникова) малти вырăнсене йышăнчĕç.
Тутар чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ олимпиадăра 25 вĕренекенрен тăххăрмĕш классенчен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Абейдуллова (вĕрентекенĕ Г. Абейдуллова), вуннăмĕшсенчен иккĕмĕш вăтам шкулти Д. Юнисова (С. Ишмуратова), вунпĕрмĕшсенчен Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Д. Хайбуллова (Г. Айзатуллова) çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. Республикăри олимпиадăра çухалса ан кайччăрах ĕнтĕ вĕсем.
А. ИВАНОВА.