АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВИçĕ çУЛ КĕРЕШНĕ ВĂРçĂРА, ЯТ-СУМ ИЛНĕ ĕçЛЕСЕ СУТУçĂРА

12 декабря 2009 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсем пиртен аякран аякка юлса пыраççĕ пулин те унăн хакĕ, пĕлтерĕшĕ чакмасть. Анчах шел, пулас ăрăвăн ырă та савăнăçлă малашлăхĕшĕн вилĕмпе куçа-куçăн тăнисен йышĕ çеç кашни çул сайралать. Тутар Сăкăтĕнче паян Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр-çине хутшăннă ултă çын пурăнать. Вĕсенчен пĕри – К.Алимов ветеран.

Камаретдин Хуснутдиновичăн çамрăклăхĕ нумай-нумай çынсеннипе пĕрешкелех: хресчен пурнăçĕ, выçăллă-тутăллă ачалăх, коллективизаци тапхăрĕнчи пăтрануллă вăхăт тата ытти те. Вунсакăр çул тултарнă каччăн аслисемпе тан алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç кĕрешме ят тухать. Волхов фронтĕнче çапăçать вăл. Виçĕ çул хушшинче çĕршер хулана ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Вăр-çă тени чылай çыншăн сурансăр пулман, йĕрсĕр юлман. Камаретдин Хуснутдиновича та тăшман пульли виçĕ хутчен амантнă.

Телейлĕ шăпана пула К.Алимов 1945 çулхи декабрь уйăхĕнче тăван яла каялла çаврăнса килнĕ. Салтакран таврăнсан нумай вăхăт иртмен, авланнă, Рафика Абдулвалеевнăпа çемье çавăрнă. 62 çул пĕрле пурăнаççĕ Алимовсем. Ашшĕпе амăшĕ туслă çемьере ултă ача çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте хăйсен пурнăç çулĕ çине тăнă. Курбангали Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет, физикăпа математика наукисен кандидачĕ. Чи асли вара, Мевлет, хăйсем пекех суту-илÿ ĕçне кăмăлланă. Камаретдин Хуснутдиновичпа Рафика Абдулвалеевна районти потребкоопераци магазинĕнче 40 çула яхăн пĕр улшăнмасăр сутуçăра ĕçленĕ. Аслă ывăлĕ вара шăпах вĕсен специальноçне алла илнĕ.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика