12 декабря 2009 г.
Чăваш Республикинчи «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче, халăхра ăна вăрлăх инспекцийĕ тесе пĕлеççĕ, çак кун та ытти чухнехиллех ĕçлĕ пуçланчĕ. Н. Макарова агроном ĕçтешĕсене кăçалхи вунă уйăхра хăйсем мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа вĕсем хуçалăхсенчен килекен акмалли тĕрлĕрен культурăнне 1288 тĕрĕслев тунă. Çакă республикăра та чи лайăх кăтарту-мĕн. Нина Павловна уйрăмах паха вăрлăх туса илес тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлекен хуçалăхсемпе кăмăллă пулнине каларĕ. Вĕсем пирĕн районта чи йышли. «Батыревский» хупă акционерла пĕрлешÿ, улма-çырла питомникĕ, Ленин ячĕллĕ агрофирма, «Красное знамя», Труд», «Малалла» ял хуçалăх производство кооперативĕсем, «Исток» агрофирма пур енĕпе тивĕçтерекен, пахалăхлă вăрлăх туса илес тĕлĕшпе кăтартуллă ĕçлеççĕ.Çавăн пекех «Звезда», «Первомайск» хуçалăхсене, «Куликов Ш.Ш.» фермер хуçалăхне ырăпа асăнмалла. Вырмана вĕçленĕ хыççăнах вĕсем çитес çулхи тухăçшăн пăшăрханаççĕ, вăрлăхсене кĕлете тирпейлесе хуричченех пĕрремĕш хут вĕсене пур енлĕ тĕрĕслеттереççĕ: шăтаслăхĕпе те, тасалăхĕпе те, нÿрлĕхĕпе те. Тыр-пул ăнăçлăхĕ чăн малтанах пахалăхлă вăрлăхран килет-çке. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, акă, районти 26 хуçалăхран 11-шĕ çеç унăн пахалăхне тĕрĕслеттернĕ. Ыттисем мĕнле вăрлăх акасшăн-ши;
– Ял хуçалăх культурине акса-лартса çитĕнтермелли технологие пурне те пăхăнсан, пирĕн инспекцинче тĕрĕслеттернĕ вăрлăх яланах кĕтнĕ тупăша парать, – каласа парать Н. Макарова.
Тĕп агроном çапла çирĕп те шанчăклă калаçнинчен питех тĕлĕн- мерĕм. Çак системăра пĕр улшăнмасăр хĕрĕх çул ĕçлет-çке вăл! Сăмахпа хаклама çеç çăмăл. Юратнă ĕçре Нина Павловна чăн-чăн ăста!
Пурнăç шăпи Нинăна тăхăр класс вĕренсе тухсанах вăрлăх тĕрĕслекен лабораторине илсе çитернĕ. Тăхăр ачаллă çемьери чи кĕçĕн хĕр ашшĕ-амăшне кăштах та пулин пулăш пултăр тесе вăхăтлăх лаборанта вырнаçнă. Шăп та лăп хĕрĕх çул каялла тунă Нина хăйĕн ĕç стажĕнчи утăма. Каярахпа вара вăхăтлăх текен ĕç яланлăх хăнăхăва куçнă. Лаборантăн ĕç вăрттăнлăхне алла илсе пынине кура Нина Павловна Чăваш ял хуçалăх академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Кирек мĕнле ĕçре те хăнăху çеç мар, пĕлÿ те, тавра курăм та кирлĕ-çке. Дипломлă специалист вара малашне должноçпа ÿссех пынă: аслă лаборант, I категориллĕ агроном, тĕп агроном. Пĕр тапхăр вăрлăх инспекцийĕн начальникĕн тивĕçне те пурнăçланă. Кашнийĕнчех вăл хăйĕн тÿрĕ чунлăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Нина Павловнăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Çакă вара уншăн та, вăл ĕçлекен коллектившăн та пысăк хисеп, чыс, савăнăç.
А. ЕГОРОВА.