АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлана кĕнĕ турнира

12 декабря 2009 г.

Хăй вăхăтĕнче Николай Иванович Кузьмин паллă волейболист пулнă, район, республика чысне пĕрре мар хÿтĕленĕ. Ăна асăнса чылай çул ĕнтĕ волейбол турнирĕ ирттереççĕ.

Кăçалхи турнира тăхăр команда килчĕ. Вĕсене икĕ ушкăна уйăрчĕç. «А» ушкăнра «ЗАО «Батыревский», «Сугуты», «Нăрваш Шăхаль», «Букет Чувашии», «Первомайск» командăсем, «Б» ушкăнра «Студенты», «Шыгырданы», «Пашьел», «ФСК «Паттăр» командăсем тупăшрĕç.

Çивĕч вăйăсем хыççăн «А» ушкăнран «Букет Чувашии», «ЗАО «Батыревский» командăсем, «Б» ушкăнран «ФСК «Паттăр», «Пашьел» командăсем финал пайне тухрĕç. Çурма финалта «Пашьел» тата «Букет Чувашии» вылярĕç, «Пашьел» 2:0 шутпа выляса ячĕ. «ЗАО «Батыревский» «ФСК «Паттăр» командăран 2:0 шутпа выляса илчĕ.

Ăмăртăвăн йĕрки тăрăх, виççĕмĕш вырăншăн «Пашьел» тата «ФСК «Паттăр» тĕл пулса вылярĕç те «Паттăр» выляса илчĕ, виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Турнир çĕнтерÿçи ятне илессишĕн «ЗАО «Батыревский» тата «Букет Чувашии» командăсем тупăшрĕç. Кашни вăйăрах çивĕч кĕрешÿ пычĕ. Çапах та Патăрьелсем сăра ăстисене парăнтарчĕç парăнтарчĕçех. Çапла вара пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. «Букет Чувашии» команда иккĕмĕш вырăнта.

В. БОРОДКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика