АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав историне пĕлетĕр-и;

12 декабря 2009 г.

1970 çулта январĕн 15-мĕшĕ тĕлне ирттернĕ çы-равра пирĕн çĕр-шывра пуçласа сведенисене пуçтарнă чухне суйласа илмелли меслетпе усă курнă. Ун чухне икĕ çырав лисчĕ пулнă. Пĕри 11 ыйтуран тăнă, ăна кашни тăватă пурăнмалли çуртпа хваттертен виççĕшĕнчен çырса тухнă. Иккĕмĕшне тата 7 ыйту хушнă, суйласа илсе ытти юлнă пайĕнче е 25 процентĕнче çырнă.

Унсăр пуçне кашни уйрăм листа хатĕрленĕ. Ку вăл обществăлла производствăна хутшăнтарма майсем тата условисем пуррине палăртма кирлĕ тесе шутланă.

Пĕрлех контроллĕ мероприятисене те сыхласа хăварнă. Анчах 1939 тата 1959 çулсенчи çыравсемпе танлаштарсан, кашни киле е хваттере кĕрсе тĕрĕслесе çÿрес темен, 50 процентпах çырлахнă.

1970 çулхи халăх çы-равĕн тĕпчев программи маларахринчен икĕ хут анлăрах. Пĕрремĕш хут унăн пысăк пайне ялан пурăнакан çынсем пирки хатĕрленĕ. Материалсене те тÿрех ЭВМ çине кĕртме май пулман, çавăнпа малтан çырав листисенчи кăтартусене ятарлă бланксем çине куçарнă, вара тин электронлă шутлав машинисене кĕртнĕ. Çырав итогĕсене 1972–1973 çулсенче пичетлесе кăларнă.

Г. АФАНАСЬЕВ, районти çырав

уполномоченнăйĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика