12 декабря 2009 г.
«Труд» хуçалăхри паллă механизатора Лавр Васильевич Селиванова асăнса волейбол турнирĕ ирттерчĕç. Л. Селиванов кукуруза ÿстерсе чапа тухнăччĕ. «Труд» хуçалăхра кукуруза ÿстерес ĕçе Л. Селивановпа В. Пагунова шаннăччĕ, Лавр Васильевич кукуруза акмалли сеялкине хăйех ăсталанăччĕ. Ăна курма чылай çĕртен киле-киле каятчĕç. Уй-хир пикин пысăк тухăçне илнĕшĕн икĕ механизатор та ВДНХн ылтăн медальне, Л. Селиванов вара «РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕччĕ. Асăну турнирĕ кăçалхипе тăваттăмĕш пулчĕ. Ăмăртăва тăватă команда пуçтарăнчĕ. Шăпа янă хыççăн вăйăсем пуçланчĕç. Командăсем пĕр-пĕринпе питĕ çивĕч, кашни мечĕкшĕн тăрăшса, пĕтĕм пултарулăхне парса тупăшрĕç. Пĕрисене выляса ярса, теприсенчен выляса илсе пухнă очкосене шутланă хыççăн виççĕмĕш вырăншăн иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш бригада çамрăкĕсем вылярĕç. Çивĕч тупăшура виççĕмĕш вырăна иккĕмĕш бригада спортсменĕсем йышăнчĕç.
Пĕрремĕш вырăншăн вара пĕрремĕш бригадăри çамрăксемпе ветерансем вылярĕç. Очко хыççăн очко туса, тапхăр хыççăн тапхăр выляса вĕсем куракансене хăйсен вăййипе тыткăнларĕç. Юлашки тапхăра 25:23 шутпа выляса илсе пĕрремĕш вырăна пĕрремĕш бригадăри çамрăксен команди тухрĕ. Самаях çулланнă ветерансем епле тăрăшрĕç пулин те çамрăксене парăнтараймарĕç, иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.
Судьясен коллегийĕ çĕнтерÿçĕсене тата призлă вырăнсене йышăннă командăсене грамотăсемпе, парнесемпе хавхалантарчĕ. «Турнирăн чи лайăх выляканĕ» ята В. Кузьмин спорт ветеранне пачĕç.
В. БОРОДКИН.