12 декабря 2009 г.
1929 çул вĕçленес умĕн Татмăш ялĕнче «Восток» колхоз йĕркелесе янă. Пĕрлештернĕ хуçалăх тăвассишĕн Тимофей Мышкин тăрăшнă, председатель пулма та ăна шаннă. Малтанласа колхоза 32 хуçалăх кĕнĕ, 1935 çул тĕлне – 117. Унта 5 бригада тата сыснапа ĕне ферми пулнă. Ферма заведующине А. Салминăна лартнă.
Тĕрлĕ çулсенче колхоз председателĕнче çак çынсем ĕçленĕ: Б.Царев, Д.Чернов, О.Ягудин, А.Царев, И.Эллин.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан арçынсене фронта илсе кайнă. Ку вăхăтра аманса килнĕ салтаксем хуçалăха ертсе пынă. Сывалсан каллех çапăçăва хутшăннă.
Ытти çĕрти пекех Татмăшсем çĕр-шыв хÿтĕлевçисем валли тĕш тырă, аш-какай, пахча çимĕç ÿстерсе панă, ăшă алса-чăлха çыхса ăсатнă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Хĕрарăмсемпе пĕрлех ачасем те ырми-канми тăрăшнă.
Вăрçă хыççăн чĕрĕ юлнă салтаксем хăйсен килĕсене таврăнма пуçланă. Вăй питти çынсем çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Ял хуçалăхне аталантарма арçынсем кирлипе Правительство ял хуçалăх специалисчĕсене демобилизацилеме йышăннă. Вĕсен шутне Н.Чернов та кĕнĕ. Николай Филиппович 1946 çулта салтак шинельне хывсанах агрономра вăй хума пуçланă. 1950 çулта тăрăшуллă йĕкĕте ял халăхĕ «Восток» хуçалăха ертсе пыма шаннă.
Вăл вăхăтра плансене тултармасан пуçран шăлман. Çĕр-шыва валли тĕш тырă çитĕнтернĕ, аш-какай туса илнĕ. Тырра лашасемпе Канаша леçнĕ, харăсах 10-12 ут çула тухнă. Продукци хатĕрлессипе Татмăшсем кайри ретре пулман.
1957 çулхи кăтартусем тăрăх, «Восток» колхоз 100 гектар çĕр пуçне 27,4 центнер аш туса илнĕ, сысна ĕрчетсе 187,5 пин тенкĕ тупăш курнă. Колхоз кассине кашни сысна ами 4,2 пин тенкĕ чухлĕ пуянлатнă. Уйрăмах О.Черновăпа Р.Игнатьева кăтартуллă тăрăшнă, кашни амаран 20 çура илме пултарнă.
Тĕш тырăсăр, выльăх кăшманĕсĕр, ешĕл апатсăр выльăх-чĕрлĕх усрама май çук. Çавăнпа культурăллă ÿсен-тăран çитĕнтерессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Кукуруза кăна 135 гектар йышăннă. 1958 çулта çак культурăна тухăçлă çитĕнтернĕшĕн пирĕн колхоз Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне хутшăнма тивĕçнĕ. Çавăн пекех гектартан 453 центнер кукуруза туса илнĕшăн хуçалăха РСФСР Ял хуçалăх министерствин грамотипе наградăланă.
Колхозра пахча çимĕç ÿстерекен уйрăм бригада та пулнă. Купăста, хăяр, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, помидор пысăк тухăçпа савăнтарнă. Патшалăха панисĕр пуçне колхозниксене ĕç кунĕ тăрăх та валеçнĕ. Бригадир пулса И.Царев тăрăшнă.
1958 çулта колхозсене пĕрлештерсе пысăк хуçалăхсем туса хума пуçланă. Татмăш, Çĕнĕ Ахпÿрт, Кивĕ Катек ялĕсем пĕрлешсе «Родина» колхоз йĕркеленĕ. Ертÿçĕ пулма Çĕнĕ Ахпÿрт çыннине П.Тукмакова суйланă. Н.Чернов Татмăшра комплекслă бригадăн бригадирĕнче ĕçлеме тытăннă.
1968 çулта пысăк хуçалăхсем каллех пайланаççĕ. Татмăшсемпе Катексем «Родина» колхозран уйрăлса тухса Крепков ячĕпе хисепленекен хуçалăх йĕркелеççĕ. Лава туртса пыма Н.Черновах шанаççĕ, 1979 çулччен çак ĕçре тимлет. Вăл 30 çула яхăн колхоза ертсе пынă. Пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп Палли» орденсемпе наградăланă, «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Шел, Николай Филиппович пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. 2008 çулта вăл çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
1979 çултан пуçласа 1995 çулччен колхоз председателĕнче Шăнкăртам çынни Р.Якушев ĕçлерĕ. Ăна ял хуçалăх институчĕ пĕтернĕ хыççăн агрономра вăй хума çак яла янăччĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе хăвăрт тупрĕ, чунне парса, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшрĕ.
Ялта икĕ уй-хир бригадиччĕ, кашнинчех 60-80 çынран кая мар. Чылай вăхăт хушши П.Данилов, Е.Портнова, Н.Дмитриев бригадирта тăрăшса ĕçлерĕç.
Пĕр вăхăт хуçалăх ертÿçинче Ю.Николаев, С.Данилов вăй хучĕç.
Тĕрлĕ вăхăтра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Татмăшсем виçĕ хутчен Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне хутшăннă. 1970 çулта ăратлă сыснасем ĕрчетнĕшĕн колхоза бронза медаль парса чысланă. Кунта Е.Головина зоотехникăн тÿпи пысăк пулнă. Ĕне фермин заведующинче чылай çул И.Никифоров вăй хунă. Выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен сыхлас тĕлĕшпе С.Максимова тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă. З.Солдатова осеменатора та ырăпа асăнатпăр. Вăл темиçе хутчен те «Районти чи лайăх осеменатор» ята тивĕçнĕ,100 ĕнерен 96-98 пăру илме пултарнă.
Фермăсенче ĕç вĕресе кăна тăнă. Сăвăнакан ĕнесем 200-300 пуç пулнă, вĕсене 10-15 доярка алăпа сунă. Пĕр улшăнмасăр нумай çул хушши Р.Прова, Е.Шаймина, В.Игнатьева, Р.Федотова, С.Сергеева вăй хучĕç.
Пăру пăхнă çĕрте Е.Ишмина, Х.Дмитириева, З.Никифорова, Н.Печкова тăрăшнă.
Сысна самăртас енĕпе Е.Иванова, М.Иванова, В.Иванова яланах малтисен ретĕнче пынă.
Машинăпа трактор паркĕнче те техника сахалах пулман. Механизаторсен ака-суха тунисĕр пуçне ытти ĕçсем те пулнă. 200 киле яхăн хуçалăхлă ял çынни валли кăмака хутма вутă, брикет, çĕр кăмрăкĕ, стройматериалсем турттарнă.
«Чернов Татмăшсене çĕр пÿртрен чул пÿрте куçарчĕ» тесе ялта чылай çын калаççĕ. Чăнах та, руководитель тăрăшмасан, ертсе пымасан ĕç-пуç малалла каяймамасть.
Нумай çул трактористра вăй хунисене çаксене кĕртме пулать: Д.Дюкин, В.Иванов, В.Дюкин, В.Царев, Н.Сидоров, И.Эллин, В.Ягудин, П.Лапин, В.Салмин, П.Царев, Г.Салмин, В.Романов.
Тăрăшса вăй хунăшăн В.Царева «Хисеп Палли» орденпа наградăланă. Р.Прова «Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 30 çул ытла колхозра агрономра ĕçленĕ Г.Семенов «Хисеп Палли» орден илнĕ.
2000 çултан пуçласа Татмăшсем «Югель» фирмăра тăрăшаççĕ. В.ЧЕРНОВА. Татмăш ялĕ.