16 декабря 2009 г.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н. Глухов чăн малтанах çулталăка ăнăçлă вĕçлес ыйтăва хускатнă. Çак сăлтавпа кашни ĕç коллективĕ хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçламалла.
Раштав пуçламăшĕнче вырăнти ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕсенче 2010 çул валли ял тăрăхĕсен бюджетне çирĕплетнĕ, социаллă-экономикăллă, аталану прогнозне пăхса тухнă, 2009 çулхи бюджета улшăнусем кĕртнĕ.
Çанталăк сивĕтсе пынине пула малашне районти культура, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче пушара хирĕç йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Ку тĕлĕшпе уйрăмах пĕччен пурăнакан, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен çынсемпе тимлĕ пулмалла.
Райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче хĕлле çулсене ăнăçлă пăхса тăрас, Çĕнĕ çул уявне тĕплĕн хатĕрленес, ял хуçалăх предприятийĕсенче вăрлăха тасатас ĕçе вăйлатас тата ытти хăш-пĕр ыйтусене те хускатнă.