АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă пултăр кăмăллă

16 декабря 2009 г.

Патăрьел районĕн ятне çĕклес, культурăна аталантарма çĕнĕлĕхсем кĕртес, ял поселенийĕсене, предприятисемпе организацисене урамри çутă системине çĕнетме, территорисене тирпей-илем кĕртессине çĕнĕлле пăхма хавхалантарас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н. Глухов районта çулсеренех «Да будет свет!» конкурс ирттересси пирки йышăну кăларнă. Çав йышăнупах конкурс положенине, 5 çынран йĕркелÿ комиссине çи-рĕплетнĕ. Комитета район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов ертсе пырать.

Конкурс тĕллевĕ – обществăлла инфратытăма малалла аталантарас, урамри çутă сетьне çĕнетес тата çĕнĕрен тăвас, территорисене, çурт-йĕре, уйрăм çын хуçалăхне тирпей-илем кĕртес тата çутăпа эстетика тĕлĕшĕнчен илемлетес енĕпе чи лайăх кăтарту тунă ял поселенийĕсене, предприятисемпе организацисене, уйрăм предпринимательсене, уйрăм çынсене палăртасси.

Конкурса кашни çул ирттереççĕ. Ăна йĕркелекенĕ – Патăрьел райадминистрацийĕ.

Конкурса икĕ ушкăнпа пĕтĕмлетеççĕ:

1-мĕш ушкăн – предприятисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем;

2-мĕш ушкăн – уйрăм çынсем.

Конкурса хутшăнас текенсен заявкăсене декабрĕн 25-мĕшĕнчен кая юлмасăр тăратмалла.

Конкурс итогĕсене 2010 çулхи январĕн 12-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетеççĕ.

Материалсене номинацисем тăрăх хатĕрлесе оргкомитета ял поселенийĕсем тăратаççĕ.

Материалсенче ăнлантарса çырни, иллюстрацисем, сăн ÿкерчĕксем, видеоçыравсем пулмалла. Вĕсем инфратытăм объекчĕсене, урамсене тирпей-илем кĕртнине тата çутатнине, çурт-йĕре çутăпа илемлетнине сăнласа памалла.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чыслаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика