АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ тĕллевсем çуратрĕ

16 декабря 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва ырласа хăйсен шухăш-кăмăлне çапла пĕлтереççĕ:

Николай Глухов, район пуçлăхĕ: «Паян муниципалитет территорийĕнче пурăнакан граждансен хăйсен менталитетне улăштармалла. Биотехнологире, экологире, электроникăра, компьютер техникинче пĕлмен-лĕх пулмалла марри пирки паян çынсене ăнлантарма тивет-ха. Паян ял хуçалăхĕнче те тĕнче шайĕнчи производство йĕркелемелле, технологи тĕлĕшĕнчен пурне те çыхăнтармалла, продукци вара экологи тĕ-лĕшĕнчен таса пулмалла. Çакăншăн нумай тата вăрăм вăхăт ĕçлемелле пулать».

Альбир-хазрат Крганов муфти:

«Президент хускатнă ыйтусем ăслă тата паянхи кунпа çыхăннă. Кăçалхи Çырура республика пуçлăхĕ пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ тех-нологисене пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Ку тĕрĕс. Уйрăмах мана ашшĕ-амăшне атте евĕр чĕнсе калани хумхантарчĕ. Çакăн пек лайăх, йĕркеллĕ çемьесенче çеç пулать. Пурне те Турă пулăштăрах. Пĕрле тăрăшсан Президент сĕнĕвĕсене пурнăçлама пултаратпăр тесе шухăшлатăп. Утакан малалла каятех, теççĕ».

Хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерекенсем йышлă. Вĕсемпе редакци вулакансене паллаштарма тăрăшĕ.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика