АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 500-мĕш пепке – Кивĕ Ахпÿртрен

16 декабря 2009 г.

Раççей Конституцийĕн кунĕнче районти Мăшăрлану керменĕнче 500-мĕш ачана регистрациленĕ, свидетельство панă. Çак пысăк телее Кивĕ Ахпÿртри Салминсем тивĕçнĕ. Алексей Александровичпа Надежда Георгиевна çемйинче йăх-несĕле малалла аталантарса пыракан паттăр-ывăл çуралнă. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех пĕчĕк шăллĕшĕн икĕ аппăшĕ те тем пекех савăннă.

Çемье пуçлăхĕ районти шалти ĕçсен пайĕнче, ачасен амăшĕ ялти шкулта учительницăра тăрăшаççĕ. Çамрăк мăшăра çемьене виççĕмĕш ача хушнă ятпа районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О. Гусарова, райадминистрацин кадрсем енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ С. Торговцев ăшшăн саламланă, ачасене сывă та тĕреклĕ çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани пама ырă суннă.

Учительсен çулталăкĕ умĕн вĕрентекенĕн çемйине йыш хушăнни çитес çул та районта ача çуралассипе пысăк шанăç парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика