16 декабря 2009 г.
Кашни çыннăн пушара хирĕç хăй пултарнă таран кĕрешмелле. Çакна уйрăмах ачасем хушшинче йĕркелемелле: вĕсемпе асăрхаттару листовкисем кăлармалла, ăнлантару калаçăвĕсем ирттермелле, вăйăсем йĕркелесе вут-кăварпа пулакан инкек пирки шухăшлава çирĕплетмелле.
Патăрьелĕнчи професси училищинче, сăмахран, пушара хирĕç кĕрешмелли ĕçсене йĕркелеме «ПУ-тинка. Готовность-01» ятпа агитбригада туса хунă. Çакна училище директорĕн вĕрентÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ И. Рубцовăпа Патăрьел ВДПО инструкторĕ А. Андреева йĕркелесе янă. Пархатарлă шухăша училище директорĕ В. Николаев та ырланă, ку енĕпе пулăшма шантарнă.
Чăн малтанах агитбригада хастарĕсем хăйсен пултарулăхне училище коллективĕнче кăтартрĕç. Ачасем концертра юрă-ташăпа савăнтарчĕç, вут-кăварпа пулакан пăтăрмахсем çинчен сценкăсем кăтартрĕç. Концерт пурин кăмăлне те кайрĕ. Çак мероприятинчех ВДПО инструкторĕ вĕренекенсене листовкăсем салатса пачĕ, вут-кăварпа çыхăннă инкек-синкекрен пурин те сыхă пулмаллине каларĕ.
«ПУ-тинка. Готовность-01» агитбригада малашне хăйĕн программипе ытти ача-пăча коллективĕсене те çитсе курма шутлать. А. АНДРЕЕВА.