16 декабря 2009 г.
Кăçалхи вунпĕр уйăхра районта 40 çул-йĕр инкекне шута илнĕ, вĕсенче 41 çын аманнă, 11-шĕ ку тĕнчерен уйрăлнă. Çак кăтартусем пĕлтĕрхинчен начарланнă: 10 инкек ытларах пулнă, çын вилесси 7 тĕслĕх, аманасси пĕр тĕслĕх ÿснĕ. Руль умĕнчи ÿсĕр водительсем 4 авари тунă.
Çуран çÿрекенсен тимлĕхĕ чакни пăшăрхантарать. Вĕсем хутшăннипе 13 инкек пулнă, 7 çын аманнă, 7 çын вилнĕ.
Çул-йĕр инкекĕсене пăсни нумайланнине кура ГИБДД уйрăмĕ асăрхаттаруллă мероприятисем ытларах ирттерме тăрăшать. Анчах та вĕсен эффективлăхĕ пĕчĕк-ха. Кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче çул-йĕр правилине пăснă 8599 тĕслĕхе шута илнĕ. 223 водитель руль умĕнче урă мар пулнă.
Çулсем çинчи хăрушлăха чакарас, ачасене çул-йĕр инкекĕсенчен сыхлас тĕллевпе милицин ытти службисемпе пĕрле 31 рейд, 23 операци ирттернĕ. Вĕсем вăхăтĕнче çеç 2345 водитель йĕркене пăснине палăртнă, 88 водитель ÿсĕр пулнă, 135 водитель медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен.
Çул-йĕр йĕркесĕрлĕхе каçармасть. Çавăнпа водительсен те, çуран çÿрекенсен те яланах тимлĕ пулмалла. Пĕр-пĕрне хисеплемелле тата упрамалла, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла.
С. КУЗНЕЦОВ,
ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.