16 декабря 2009 г.
Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ: культура ĕçченĕсен районти профсоюз организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. 2005 çулхи декабрьтенпе паянхи кунчченхи ĕç-хĕлĕпе профсоюз райкомĕн председателĕ Н. Мазякова паллаштарчĕ. Районти профсоюз организацийĕ библиотекăсенче, культурăпа кану учрежденийĕсенче, ачасен искусство шкулĕнче, «Авангард» хаçат редакцийĕнче вăй хуракан профсоюз членĕсене пĕрлештерсе тăрать. 260 çын уйăхсерен взнос тÿлет.
Отчетлă тапхăрта 13 лару ирттернĕ. Штатсене тытса тăрассине кун йĕркинчен кăларман. Çавна май пĕр культура çурчĕ те, библиотека та хупăнман.
Çавăн пекех çак тапхăрта муниципаллă культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерес ыйту та çĕкленнĕ. Анчах хавхалантару тÿлевĕ пулайман. Бюджетри укçа çитеймест. Аслă пĕлÿ илнĕ культура ĕçченĕ сахал тÿлев çине ан кайтăр тесе штатсене чакарма тивнĕ.
2007 çулта культура ĕçченĕсен аттестацийĕ иртнĕ. Отчетлă тапхăрта Раççей профсоюзĕ 100 çул çитнине паллă тунă. Районти «Авангард» хаçатăн 75 çулне асра юлмалла ирттернĕ. Район 80 çул тултарнине паллă туни те нумайлăха кăмăла çĕклерĕ.
Календарьти хăш-пĕр паллă датăсене вырăна хуни те профсоюзшăн йĕрсĕр юлман. Вĕсемпе çыхăнтарса Елчĕке çул çÿреве кайнă, «Çăкăр» музейĕнче пулнă. Республика кунĕнче Шупашкара çитнĕ.
Отчетлă тапхăрта 53 члена пурлăх енчен пулăшу кÿнĕ. Юбилярсен уявĕсене ирттернĕ. Профсоюз членĕсен 14 ачи сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче каннă.
Спорт мероприятийĕсем аван иртеççĕ. Районти «Авангард» хаçат редакцийĕ кÿршĕллĕ районсенчи ĕçтешĕсемпе спартакиада ирттернĕ. Раççей профсоюзĕн грамотипе И. Гавриловăна, Т. Федоськинăна, А. Егоровăна, Л. Марковăна наградăланă. В. Ширтанов, М. Шакиров, Г. Айкина, Р. Горшкова, Ф. Тазетдинова «Республикăри тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. 34 çынна профсоюзăн республикăри комитечĕн грамотипе наградăланă.
Ревизи комиссийĕн отчетне итленĕ хыççăн малтанхи ыйтупа пĕрле сÿтсе яврĕç. Ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăри профсоюз организацийĕн председателĕ И. Гаврилова отчетлă тапхăрта организацисене реорганизацилени çинче чарăнса тăчĕ. «Çăкăр» музейĕн директорĕ В. Маллина иртнĕ тапхăрти ĕçе хак пачĕ. Конференци ĕçне хутшăннă район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов тата район администрацийĕн информациллĕ тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ С. Викторов районти комитетăн малашне тата тăрăшарах ĕçлемеллине палăртса сăмах каларĕç. Культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн председателĕ С. Демидова районти профсоюз комитечĕн ĕçне ыттисеннипе танлаштарса вырăна хурса хакларĕ. Тивĕçлисене реском грамотисемпе наградăларĕ.
Конференци делегачĕсем культура ĕçченĕсен профсоюзĕн районти комитечĕн çĕнĕ йышне суйларĕç. Райком председателĕ пулма Н. Мазяковăнах шанчĕç. Ревизи комиссийĕн членĕсемшĕн сасăларĕç. Республикăри культура ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн конференцине кайма делегатсем суйларĕç. Вĕсене малашне те профсоюз организацийĕн республикăри комитечĕн ертÿçи пулма С. Демидова кандидатурине тăратма сĕнсе уншăн сасăлама ыйтрĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА.