19 декабря 2009 г.
Хисеплĕ депутатсем, хаклǎ хǎнасем, ентешĕмĕрсем!
Республика ĕçченĕсем иртнĕ тапхǎрта япǎх мар кǎтартусемпе нумай ĕç тунǎ, Раççей Правительстви пирĕн тǎрǎшулǎхпа ĕç тухǎçлǎхне хак панǎ, кризиса хирĕçле мероприятисем хастарлǎн пурнǎçланаççĕ. Çакна сире панǎ материалсенче тĕплĕн çутатса панǎ, вĕсем ман Çырǎвǎн пайĕ пулнине официаллǎ майпа палǎртатǎп.
Çапла, кризис условийĕсенче халǎха ĕçпе тивĕçтермелли программа валли эпир тата 668 миллион та 700 пин тенкĕ хушма укçа уйǎртǎмǎр. Ун тǎрǎх 39 пин çынна вǎхǎтлǎх ĕçе вырнаçтарнǎ. Пĕр пин те 170 ĕçсĕр çынна хǎйсен бизнесне йĕркелеме укçа-тенкĕ панǎ. Çапах та, 5 пин те 227 çын хǎйсене професси енĕпе маларах вĕрентессипе килĕшни пĕлтерĕшлĕрех. Министрсен Кабинетне, халǎха ĕçпе тивĕçтерекен службǎсене, ĕç паракансене çакна шута илме ыйтатǎп: ĕçлекеншĕн те, республикǎшǎн та малашлǎхсǎр ХХ ĕмĕрти ĕç вырǎнĕсене сыхласа хǎварассишĕн пысǎк укçа-тенкĕ тǎккалама кирлĕ мар, ун вырǎнне укçа-тенке çынсене çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлеме, малашлǎхлǎрах, ХХI ĕмĕрти производствǎсенче кирлĕрех çĕнĕ профессисене алла илме яни тĕрĕсрех. Психологи тĕлĕшĕнчен нумайǎшĕшĕн çакна тума йывǎр. Анчах гарантиленĕ ĕç вырǎнĕ «ун пек çĕнĕ производствǎсем çинчен эпĕ асǎнǎп-ха» пултǎр тесен, çакна тумаллах.
Виçĕ çул хушшинче республикǎра хальхи вǎхǎтри 19 Спорт керменĕ çĕкленĕ, ытларахǎшĕнче бассейн пур. Вĕсенчен вун пиллĕкĕшĕ - ял çĕрĕнче. Çак кунсенче Шупашкарта ачасемпе аслисене хальхи вǎхǎтри каток хапǎл туса йышǎнать. Унǎн лаптǎкĕ 2 пин те 300 тǎваткал метр ытла.
Палǎртма кǎмǎллǎ, çак тата халǎх сывлǎхне сыхлас енĕпе республикǎра пурнǎçлакан ытти ĕç лайǎх кǎтартусем кÿреççĕ. Çамрǎксен тата çула çитменнисен хушшинче туртакансен хисепĕ вǎтамран пĕрре виççĕмĕш пай чухлĕ чакнǎ. Эрех-сǎрапа наркǎмǎшланса вилесси те кǎçал пĕрре виççĕмĕш пайран ытларах чакнǎ, миокард инфарктне тата церебраллǎ инсульта пула вилесси тивĕçлĕн 23 тата 21 процент чухлĕ сахалланнǎ. Чǎваш Енре ача çураласлǎх 7 процент ÿссе 12,6 промилльпе танлашнǎ, çакǎ Атǎлçи федераци округĕнчи кǎтартуран «12,1» пысǎкрах, çын вилесси 5,5 процент чухлĕ чакса 13,7 промилльпе «Атǎлçи федераци округĕнчи кǎтарту пысǎкрах – 14,7 промилле» танлашнǎ. ĕçлекен çынсене диспансеризаци ирттермелли çулталǎкри плана эпир 100 проценчĕпех тултарнǎ «2009 çулхи юпа уйǎхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейĕпе – 69 процент», йывǎр пурǎнакан ачасене Чǎваш Енре 100 процент, Раççейĕпе – 47 процент чухлĕ диспансеризаци ирттернĕ. Çак хисепсем пин-пин çын, çав шутра сирĕн çывǎх çыннǎрсемпе тǎванǎрсен пурнǎçне те çǎлса хǎварнине çирĕплетеççĕ.
Республикǎра амǎшĕн капиталĕ шучĕпе 2 пин ытла çемье пурǎнмалли çурт-йĕр кредитне парса татма тата хǎйсен пурǎнмалли майĕсене лайǎхлатма пултарнǎ. Ку – Раççейри виççĕмĕш кǎтарту. Пиртен Ханты-Манси тата Ненец автономлǎ округĕсем кǎна малта. Чǎннипе каласан, Чǎваш Ене çĕршыври чи пуян регионсемпе пĕрле лидерсен йышне лекме пурǎнмалли çурт-йĕр строительствин пысǎк калǎпǎшĕ тата эпир пурнǎçлакан пурǎнмалли çурт-йĕр строительствине патшалǎх енчен хушма пулǎшу памалли программǎсем май пачĕç.
Çывхарса килекен çулта пĕтĕм пенсионерǎн тупǎшĕ пурǎнмалли чи пĕчĕк виçерен пысǎкрах пулать. Ватлǎхпа паракан ĕç пенсийĕн вǎтам виçи вара пурǎнмалли чи пĕçĕк виçерен икĕ хут иртсе 7 пин ытла тенке çитет. Çавǎн пекех, укçа-тенкĕ йывǎрлǎхне пǎхмасǎр, хисеплĕ депутатсем, нумаях пулмасть эпĕ сирĕн ума социаллǎ тÿлевсен виçине ÿстерме сĕнекен саккун проекчĕсене тǎратрǎм. Эсир вĕсене çирĕплетрĕр, çав шутрах паян та, эппин, тепĕр темиçе кунран, кǎрлач уйǎхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, çĕршер пин ветеранпа тыл ĕçченĕ тата ытти категорири çынсем вĕсене илсе тǎма пуçлĕç.
Палǎртса хǎваратǎп: Министрсен Кабинечĕшĕн тата муниципалитетсемшĕн социаллǎ программǎсем чи малтан пурнǎçламаллисем пулса тǎмалла – çитменнине тата кризис условийĕсенче.
Чǎваш Ен çак çулсенче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинчи хǎйĕн вырǎнне тĕпрен улǎштарчĕ. Ку ман шухǎш мар, Раççей Правительствин официаллǎ хаклавĕ. Психологи тĕлĕшĕнчен çакǎ тата хамǎра кая хурса хаклассинчен хǎтǎлнине, çынсен пултарулǎх вǎй-хǎвачĕ ирĕке тухнине пĕлтерет.
Чǎваш Ен çитĕнĕвĕсен йышне малалла та тǎсма пулать. Çапах та эпĕ паян сирĕнпе вĕсем çинчен мар, татса паман, манǎн тǎван Чǎваш Ене аталантарма чǎрмантаракан çивĕч ыйтусем çинчен калаçас тетĕп.
Хисеплĕ ĕçтешсем!
Тепĕр темиçе кунран тĕнче ХХI ĕмĕрĕн вуннǎмĕш çулне кĕрет. Вǎхǎт чиккисемпе çавра датǎсем ытларах практикǎллǎ мар, символла пĕлтерĕшлĕ. Çапах та вĕсем пире иртнине ǎнланса ǎша хывма, хальхи вǎхǎта хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума, малашлǎх пирки шутлама хистеççĕ.ÿ
Тĕнче культуринче, ĕçлев пайланǎвĕнче Чǎваш Ен ыран еплерех пулĕ, унǎн вырǎнĕ, эппин, пирĕн несĕлсен, çитес ǎрусен вырǎнĕ еплерех пулĕ. Çынсен пурнǎç пахалǎхĕ паян та, малашлǎхра та лайǎхлантǎр, пирĕн общество ырǎрах та ирĕклĕрех, çынлǎрах пултǎр тесен мĕн тумалла? Вǎл кǎмǎл пуррисене пурне те лайǎх пĕлÿ, интереслĕ ĕç, ытлǎ-çитлĕ пурнǎç, харпǎр хǎй пурнǎçĕ тата пултарулǎх ĕçĕ-хĕлĕ валли хǎтлǎ, ǎнǎçлǎ хутлǎх туса пама пултартǎр тесен тата?
Тĕнче финанспа экономика кризисне кǎна чǎтса ирттерет тесе шутлакансем йǎнǎшаççĕ. Эпир тытǎмлǎ кризиса куçǎн куратпǎр тата унта хутшǎнатпǎр – чǎн малтанах, ǎс-хакǎл çĕнетĕвĕн, демографи, экологи, энергетика, технологи кризисне.
Экономика вǎй-хǎвачĕ чакма чарǎннǎ хыççǎн Раççее, ахǎртнех, тата та кǎткǎсрах уçǎмсǎрлǎх тапхǎрĕ кĕтет. Унǎн социаллǎ пурнǎçпа экономикǎна сиен кÿреслĕхĕ кризисран та хǎватлǎрах пулма пултарать, мĕншĕн тесен тĕнчери рыноксенче улшǎнусем ÿсĕмĕн пачах урǎх моделĕн тата тытǎмĕн никĕсĕ çинче пулса иртĕç. Çавǎнпа та пире системǎпа структурǎн паха тишкерĕвĕ кирлĕ, вǎл кǎна вǎтам, çавǎн пекех нумай вǎхǎтлǎх тĕллев кǎтартǎвĕсене те тĕп-тĕрĕс йĕркелеме май парать.
Чǎваш Енре пурǎнакансемшĕн çав улшǎнусен япǎх витĕмне чакарма, çавǎн пекех кризис хыççǎнхи аталанура вǎйлǎрах пулма пирĕн республика экономикине, вǎл çав-çавах йывǎрланса çитнĕ, ку чухнехи мар пулса юлать, улǎштармалли çĕнĕ тата та тарǎнрах тытǎмлǎ çĕнетнÿ палǎртмалла. Унǎн çул-йĕрĕсем кризис хыççǎнхи экономика аталанǎвĕн чи çĕнĕ юхǎмĕсене шута илме тивĕçлĕ. Вĕсене пирĕн палǎртма вĕренмелле, ǎçта-тǎр тата маларах курма та пĕлмелле. Пирĕн, чǎн малтанах ертÿçĕсен, Чǎваш Еншĕн тивĕçлĕ малашлǎх тǎвас тесен, ǎна малашлǎхран курма пултармалла.
Йышǎнмалла: пирĕн чылай план никĕсĕнчи аталанǎвǎн пур пек сценарийĕсем палǎрмаллах вǎйсǎр. Вĕсем йĕркеленсе çитнĕ, анчах та тĕнчери кивелсе пыракан трендсем çинче никĕсленсе тǎраççĕ. Апла пулин те, хǎш-пĕр тĕслĕхре, эпир Чǎваш Еншĕн тата тĕнче аталанǎвĕшĕн уйрǎмах пысǎк малашлǎхлǎ проектсене туйса илме пултартǎмǎр. Вĕсем – хĕвел энергетики тата биоиндустри. Анчах та республикǎшǎн ǎнǎçлǎ малашлǎх палǎртас тесен, пирĕн тата та хастартарах çĕнĕрен те çĕнĕ майсем шырамалла. Çитменнине тĕнче рынокĕсенче, мĕншĕн тесен Раççей рынокĕ, кризис пирĕн машиностроени тĕслĕхĕ çинче лайǎх кǎтартса панǎ тǎрǎх, пирĕншĕн ансǎртарах, аталанса çитеймен тата кирлĕ пек цивилизациллĕ, çирĕпех мар.
Кризис пире тата, хисеплĕ ĕçтешсем, управленин пĕтĕм шайĕнче стратегилле шухǎшлав, инновацисемпе улшǎну еннелле туртǎнма кирлине кǎтартса пачĕ. Правительствǎн, Парламентǎн, муниципалитет влаçĕсен улшǎнусен ертÿçисем пулмасǎр тǎма право çук. Вĕсем, апла пулсан, эпир – приоритетсене, тĕллевсене, çавǎн пекех вĕсене пурнǎçа кĕртмелли майсене, çулсене те вǎхǎтлǎ та тĕрĕс палǎртма тивĕçлĕ.
Лару-тǎрǎва тишкерни çакна кǎтартать, кризис юлашки вунǎ çуллǎхра ǎнǎçлǎ тата хǎвǎрт аталанса пынисене вǎйлǎрах пырса тиврĕ «эпир сирĕнпе пĕлтĕр кǎна организацисен тата физически сǎпатсен тупǎшĕсенчен кĕрекен налуксем мала иртсе ÿснине пула бюджета виçĕ хутчен çĕнĕрен пǎхса тухнине эсир ас тǎватǎр». Депрессиллĕ регионсем кризисран сахалрах сиен тÿсрĕç, мĕншĕн тесен вĕсен ÿсĕмĕ те пулман.
Экономика ĕçĕ-хĕлĕн никĕсри тĕсĕсем енĕпе тавар кǎларассин тата пулǎшу ĕçĕсем парассин кǎçалхи индексĕ III кварталта иртнĕ çулхи çак тапхǎр тĕлне 76,5 процентпа танлашнǎ «Атǎлçи федераци округĕнче вǎл Самар тата Ульяновск облаçĕсенче кǎна пĕчĕкрех» . Ял хуçалǎх производстви çеç 4,6 процент чухлĕ ÿснĕ.
Паянхи кун тĕлне республикǎри организацисен 30 проценчĕ тǎкаклǎ ĕçлет. Чылай предприятире бюджета куçарса памалли тÿлевсем енĕпе, усǎ курнǎ электроэнергишĕн, газшǎн тата ǎшǎшǎн илекен тÿлевсем, ĕç укçи енĕпе парǎм ÿсет. Республикǎри пĕтĕм организацири шутласа панǎ номиналлǎ вǎтам ĕç укçи 11 пин те 267 тенкĕпе танлашнǎ тата пĕлтĕрхи çак тапхǎр тĕлне 1,4 процент чухлĕ çеç ÿснĕ. Чǎннипе шутласан чылай категорири ĕçчен хǎйĕн тупǎшĕ палǎрмаллах чакнине туйса илчĕ.
Ку мĕншĕн çапла? Сǎлтавĕсем тĕрлĕрен, анчах вĕсем паллǎ. Çав шутра юлашки çулсенче нумай производствǎна тĕпрен çĕнетнине тата техника енчен пуянлатнине пǎхмасǎр, предприятисенчен чылайǎшĕн техника тата технологи шайĕсем тĕнчеринчен 20 тата та ытларах çула юлса пынипе. Организацисен 5 процентĕнчен те сахалрах пайĕ кǎна малта пыракан технологисемпе усǎ курать.
Пирĕн бизнесǎн инноваци хастарлǎхĕ те савǎнтараймасть. Паллах, Чǎваш Енри инноваци енĕпе хастар ĕçлекен организацисен 19 процента яхǎн йышĕ – Раççейри вǎтамран 10 процентран пысǎкрах, анчах та Евросоюз çĕршывĕсен тивĕçлĕ кǎтартǎвĕсен шайĕнче калама та çук пĕчĕк.
ĕç тухǎçлǎхĕ пирĕн чылай предприятире Еврозонǎри, Японири тата Индипе Китайри те çавнашкал предприятисемпе танлаштарсан, 8-10 хут япǎхрах, энерги шǎнǎçулǎхĕ вара 3-4 хут пысǎкрах.
Çапла вара, эпир техника прогресне хǎваласа çитес тесе ялан кая юлатпǎр. Ку усǎсǎр ĕç. Хǎваласа çитнĕ çĕре конкурентсем технологин тата та çÿллĕрех йĕркине куçаççĕ.
Раççейри вертикаль майĕпе йĕркеленнĕ управлени схеми тухǎçлǎрах тесе шутлакан ансат та технократилле йǎли-йĕркепе тачǎ çыхǎннине пула, эпир социаллǎ йĕркеллĕвĕн çивĕч ыйтǎвĕсем çине кирлĕ пек пǎхмастпǎр. Вǎл вара, сǎмах май, кризис тата уçǎмсǎрлǎх условийĕсенче çирĕплĕхе тивĕçтерес тата малалла аталанма майсем туса парас енĕпе хǎй тĕллĕн палǎракан чи кирлĕ сǎлтав пулса тǎрать.
Пирĕн социаллǎ харам пырлǎха, сÿрĕклĕхпе туйǎмсǎрлǎха анлǎн саракан общество йĕркелĕвĕн патерналистла тĕслĕхĕнчен татǎклǎн хǎтǎлмалла.
Республикǎн ХХI ĕмĕрти аталанǎвĕ йǎлана кĕнĕ экономика йĕркине улǎштарма, унǎн тĕп принципĕсене гуманизацилеме, экологи тата экономика тытǎмĕсене аталантармалли концепцисене килĕшÿллĕ тума палǎртать. Çирĕп аталану инвестицисем е çĕнĕ технологисем мар, чǎн малтанах, социаллǎ çĕнĕлĕхсем, обществǎн тата патшалǎхǎн аталану приоритечĕсене тата тĕллевĕсене улǎштарма ыйтать.
Хальхи тĕнче малашлǎхра çапах та çут çанталǎк шучĕпе мар, унпа çураçулǎхра пулса кǎна малалла аталанма май пуррине ǎша хывма хистекен «пурне те мар, паллах» тǎрǎма пурǎнса çитрĕ. Паян çакǎ тĕп идея, вǎйлǎ тата вǎтам аталаннǎ çĕршывсем тытса пыракан патшалǎх политикин императивĕ те пулса пырать. Раççейре кулленхи пурнǎçра «экологи императивне» кирлĕ пек йышǎнманни тата унпа ĕçлеменни Чǎваш Енре эпир çак тĕлĕшпе ĕçлеме пултараймастпǎр е тивĕç мар тенине пĕлтермест. Республикǎра пурǎнакан кашни çыннах think green евĕр « тÿрĕ куçарсан, «ешĕл шухǎшлав» тенине пĕлтерет» шухǎшлама, урǎхла каласан, çут çанталǎкшǎн кашни кунах тǎрǎшма, унта пулса иртекен улшǎнусене пĕлсе тǎма, пулǎшма хатĕр пулма вĕрентмелле. Çакǎ Чǎваш Енре пурǎнакансен тавра курǎмĕн тата хǎйсене тыткаланин паллǎ енĕ тата пурнǎç норми, стилĕ пулса тǎмалла.
Кунта кашниех мĕн те пулсан тума пултарнине тата çакǎншǎн кашни самант тата кашни кун вырǎнлǎ пулнине шута илмелле. Паян, тĕслĕхрен, чылайǎшĕн шывпа, электричествǎпа, ǎшǎпа усǎ курассине чакармалла, мĕншĕн тесен Раççейре вĕсен тǎкакĕ Европǎринчен темиçе хут пысǎкрах «эпир тарифсем пирки калаçатпǎр, тĕрĕс те тǎватпǎр, çав хушǎрах потребление чакарасси – сумлǎ тема мар». ĕçлесе тирпейлеме юрǎхлǎ пĕтĕм япалана пуçтармалла тата ĕçе ямалла. Пурин те, çав шутра уйрǎмшарǎн кашнинех сиенленĕ тавралǎха кашни кунах юсаса çĕнетме, этем ĕçĕ-хĕлĕ сиен кÿнĕ вырǎнта пĕтсе ларнǎ илемлĕхе çĕнĕрен чĕртсе тǎратма вĕренмелле.
Республикǎра пурǎнакан çын хǎй хыççǎн мĕн чухлĕ çÿп-çап хǎварни пирки шуталса пǎхнǎ-и эсир? Шупашкар ку виçепе Европǎран та «иртсе кайнǎ». Шупашкарта пурǎннǎ кашни çын иртнĕ çул 818 килограмм çÿп-çап «туса кǎларнǎ», ку хисеп Чехири кǎтартуран 2,8 хут ытларах.
Çак шухǎша малалла тǎснǎ май, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкар районĕнче пурǎнакансен йǎлари хытǎ каяшсен полигонне тǎвассипе çыхǎннǎ çивĕч ыйтǎва татса парассине текех тǎсса пымалла мар. Ун валли кирлĕ вырǎна специалистсем нумай çул шыранǎ, халĕ вара тата çавǎн чухлех халапри инвесторсене шырǎпǎр-и? Çакǎ çивĕчрен те çивĕч, пĕр ÿстермесĕрех, республикǎра пурǎнакан халǎхǎн çур пайĕшĕн пурнǎç пĕлтерĕшлĕ ыйту. Асǎннǎ темǎпа сǎмах ваклани мар, ыйтǎва халех татса пама пулǎшакан йышǎнусем кирлĕ.
Тĕнчене тата регионсене çирĕплетмелли тата кризис хыççǎн аталантармалли стратеги йĕри-таврари хутлǎха пысǎк инвестицисем хывассине пǎхса хǎварма тивĕç. Çавнашкал инвестицисем валли укçа-тенкĕ уйǎрассине тивĕçтерме пирĕн федераци шайĕнче те регионсем валли, бизнес валли стимулсем тупмалла. Çакнах Патшалǎх Думинчи тата Федераци Канашĕнчи саккун кǎларакансенчен те ыйтмалла.
«Экологин» хавхалантармалли майĕсене, çав шутра энерги тухǎçлǎхĕпе, энергин çĕнелекен çǎл куçĕсемпе, парса тǎракан ǎслǎ сетьсемпе усǎ курмалли майсене тата урǎх çул-йĕрсене, тĕслĕхрен, вǎрмансене хǎвǎрт чĕртсе тǎратассине пурнǎçа кĕртни экономика улшǎнǎвĕн çĕнĕ ĕмĕрне уçать.
Чǎваш Республикин Çут çанталǎк министерствин йǎлари каяшсем пухǎнса пынине тата вĕсене тирпейленине тǎтǎшах асǎрхаса тǎрассине тивĕçтермелле. Çитес çулта администраци пуçлǎхĕсемпе пĕрле вĕсене темиçе хут чакарма май паракан витĕмлĕ ĕçсем тумалли сĕнÿсем хатĕрлеме хушатǎп. Мĕншĕн тесен çаксем пурте Чǎваш Енре пурǎнакан халǎхǎн пурнǎç пахалǎхне лайǎхлатас ĕçре тивĕçлĕн палǎрĕç!
Хисеплĕ ĕçтешсем!
Урǎх экономика вǎл – чǎн малтанах, запассене перекетлекен экономика. «Япалана – виçе, укçана – хисеп», – тесе ахальтен каламан ваттисем. Пирĕн мǎн асаттесем укçана та, запассене те перекетлеме кирли пирки те ахалех палǎртса хǎварман. Çакна тĕнчери технологи лидерĕсен опычĕ те çирĕплетет. Ют çĕршывсенчи фирмǎсем хǎйсен ĕçченĕсене перекетлĕ пулма, чĕр таварпа тата материалсемпе ǎнǎçлǎ усǎ курма вĕрентесси çине пысǎк тимлĕх уйǎраççĕ. Сахал чĕр таварпа усǎ курса ытларах тавар туса кǎларасси – пурнǎç йĕркине кĕрсе пырать, çавǎнпа та пустуй тǎкак кÿни преступлени тунǎ майлах намǎс ĕç шутланать. Пурлǎх тата энерги запасĕсене перекетленĕшĕн преми памалли мелпе анлǎн усǎ кураççĕ. Пирĕн çак опытпа республикǎри кашни организацирех усǎ курма тытǎнмалла.
Перекетлĕхе тата экологи культурине мĕн пĕчĕкрен хǎнǎхтарса ÿстермелле. Çынсем таврари çут çанталǎка мĕнлерех йышǎннине тĕпрен тата татǎклǎн улǎштармалла.
Çапла, паян тытǎмлǎ кризисран тухмалли тата пурнǎçра та, экономикǎра та лайǎх улшǎнусене тивĕçтерекен экологи экономики çине куçмалли чǎн стратегие йышǎнас тата пурнǎçа кĕртес тĕллев тǎрать.
Эпĕ маларах палǎртса хǎварнǎ «Экологи – политика никĕсĕ тата экономикǎшǎн çул кǎтартакан паллǎ» йĕрке никĕсĕ çинче пирĕн икĕ тĕп тĕллеве татса памалла:
пĕрремĕшĕ – никĕсри пур пек отрасльсене модернизацилесси, вĕсен инновацисене йышǎнаслǎхне ÿстересси;
иккĕмĕшĕ – республикǎн пĕтĕм территорийĕнче малашри аталанǎвǎн перспективисене палǎртакан, улттǎмĕш технологи йĕрки шутне кĕрекен – био, нанотехнологисен, медицинǎн çĕнĕ тата гуманитари технологийĕсен пысǎк технологиллĕ пайĕсене туса хурасси.
Модернизацилессине илес пулсан, чǎн малтанах никĕсри ĕç-хĕл тĕсĕсем валли технологин виççĕмĕш, тǎваттǎмĕш тата пиллĕкмĕш йĕркисен пурнǎçа кĕртмен майĕсемпе усǎ курмалла: машинǎсем, электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕ; транспорт хатĕрĕсем, апат-çимĕç продукчĕсем туса кǎларассипе; хими индустрийĕн производствипе; электроэнерги, газ, шыв туса илессипе тата валеçессипе. Республика экономикинчи пысǎк технологиллĕ тата пысǎк тухǎçлǎ оборудовани тÿпи 75 процентран кая пулмалла мар «паян вǎл 45-50 процентпа танлашать».
Çак тапхǎртах пирĕн никĕсри отрасльсем пысǎк технологипе усǎ куракансем пулса тǎма тивĕç. Çакǎ паллǎ, хальхи вǎхǎтра «Роснанотех» патшалǎх корпорацийĕ пулǎшнипе Раççей наноиндустрийĕн 100 ытла продукчĕпе технологине туса кǎларма палǎртаççĕ. Вĕсемпе усǎ кураканнисем шǎпах пирĕн никĕсри отрасльсем пулса тǎраççĕ! Ку – хими, электротехникǎпа приборсем тǎвасси, металл тирпейлесси тата машинǎсем тǎвасси.
Çавна май Чǎваш Республикин Промышленность тата энергетика министерствине республикǎри ĕç тǎвакан влаçǎн тивĕçлĕ органĕсемпе тата организацисемпе пĕрле, пĕр-пĕринпе хутшǎнса ĕçлесси çинчен тунǎ Килĕшĕве тĕпе хурса «Роснанотех» патшалǎх корпорацийĕ пулǎшнипе 2010 çулхи çу уйǎхĕн 1-мĕшĕччен Чǎваш Енре нанотехнологисемпе усǎ курса туса кǎларакан продукцие туянассине хавхалантарас енĕпе республика программине туса хатĕрлеме хушатǎп.
Эпĕ палǎртрǎм ĕнтĕ, иккĕмĕш тĕллев – пысǎкрах технологи йĕркин пайĕсене туса хурасси.
Эпир шутласа палǎртнǎ тǎрǎх, 2020-мĕш çул тĕлне регионти шалти продукт тытǎмĕнчи пысǎк технологиллĕ производствǎсен тÿпи 15 процентран кая пулмасть. Çакна республика промышленноçĕн тытǎмĕнче приоритетлǎ çĕнĕ отрасльсем йĕркелени шучĕпе тума май пур. Енчен те эпир технологин улттǎмĕш йĕркин инновацийĕсене: нанотехнологисене, биотехнологие, информаципе коммуникаци технологийĕсене тата ытти те шǎпах кластерпа çирĕппĕн ĕçе кĕртсе пырсан Чǎваш Ен çитĕнÿсем тǎватех. Çакǎн пек çул-йĕр кǎна синэргетика эффектне туса пысǎкран та пысǎк усǎ парать, республика мала иртессине тивĕçтерет.
Пĕрремĕш приоритет – нанотехнологисем. Вĕсем республикǎшǎн тата пирĕнтен кашнишĕнех пысǎк майсем уçаççĕ. Унашкал майсем пирки пилĕк çул каярах аса илекен те пулман.
Паян Чǎваш Енре пурǎнакан чылай ǎслǎ-тǎнлǎ çын – ашшĕ-ам-шĕпе ачисем – Çĕнĕ Шупашкарта «Роснанотех» патшалǎх корпорацийĕпе пĕрле тǎвакан 20 миллиард та 128 миллион тенкĕ инвестици хывакан хĕвел модулĕсен производствинче ĕçлеме ĕмĕтленет. Предприятин проектпа пǎхнǎ хǎвачĕ – çулталǎкра пĕр миллион хĕвел модулĕ, ку вǎл çулталǎкне – 120 МВт. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, эпĕ çакǎн çинчен маларах асǎнса хǎварнǎччĕ, 1 пин те 300 яхǎн çĕнĕ тата хальхи йышши ĕç вырǎнĕ йĕркеленет.
Асǎннǎ производствǎпа пĕрле «чǎннипе каласан, Раççей экономикин çĕнĕ отраслĕ çурални» пысǎк наукǎпа тĕпчев центрĕ çĕкленет. Вǎл Раççей Наукǎсен академийĕн А.Ф. Иоффе ячĕллĕ Физика-техника институчĕпе çыхǎнса ĕçлеме пуçлать. Унǎн технологи никĕсне хывма кǎна каякан инвестицисен хисепĕ 1 миллиард та 200 миллион ытла тенкĕпе танлашать. Унта та талантлǎ çынсемшĕн çĕнĕ те питĕ интереслĕ ĕç вырǎнĕсем пулĕç, чǎн малтанах – çамрǎксемшĕн.
Унпа пĕрлех «Хĕвел айлǎмĕ» предприяти тавра ятарлǎ экономика зонине йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Унта ятарлǎ газсем туса кǎларма тытǎнаççĕ: водород перекиçĕ «çулталǎкне 60 пин тонна», поликристаллǎ кремни «çулталǎкне 5 пин тонна», глифосат «çулталǎкне 20 пин тонна».
Асǎннǎ производствǎсене тума палǎртакан ятарлǎ экономика зонин территорийĕнче вырнаçтарни организацисене тата инвесторсен тǎкакĕсене налуксене çǎмǎллатнǎ йĕркепе хуни шучĕпе пĕчĕклетме май парать. Проектсене пурнǎçа кĕртме резидент-организацисем ятарлǎ экономика зони шайĕнче хывакан инвестицисен пĕтĕмĕшле калǎпǎшĕ 65 миллиарда яхǎн тенкĕпе танлашать. Çулталǎкра туса кǎларма палǎртакан инновациллĕ продукци калǎпǎшĕ – 30 миллиард тенкĕ ытла. Унта ĕçлеме каллех XXI ĕмĕрти ǎста специалистсемпе ĕçченсем кирлĕ пулаççĕ – 3 пин çын ытла. Бюджетсене налукран кĕрекен хушма укçа-тенкĕ шучĕ 5 миллиард тенке яхǎн пулать. Çак проектсене ĕçе кĕртни республикǎри строительсене, транспорт компанийĕсене тата ытти компание пĕрлешсе ĕçлеме пысǎк май парать.
Малалла эпир республикǎра инфратытǎмлǎ тепĕр нанотехнологи центрне – Нанофаба йĕркелес енĕпе ирттерекен конкурса хутшǎнма палǎртатпǎр. Ун йĕри-тавра инфратытǎмпа тата укçа-тенкĕ пулǎшǎвĕпе тивĕçтернĕ çамрǎк компанисем йышлǎн чǎмǎртанма тытǎнĕç.
Паян республика hi-tech енĕпе ǎслǎлǎхǎн тарǎн пĕлĕвĕн вǎй-хǎвачĕпе мухтанаймасть, анчах вĕсене ĕçе кĕртес енĕпе малта пыракан компанисен ĕçтешĕ пулма пултарать тата тивĕç.
Республикǎра аталанакан, пысǎк малашлǎхлǎ тата пĕр вǎхǎтрах тулли чǎн нанотехнологиллĕ çул-йĕр вǎл – хальхи вǎхǎтри нанокомпозици материалĕсене туса кǎларассине йĕркелесси.
«Роснано» тата нимĕç ĕçтешсем хутшǎннипе паян республикǎра биологи тĕлĕшĕнчен çураçуллǎ медицина имплантанчĕсемпе оборудованине, çав шутра çĕнĕ композици материалĕсемпе тата нанотехнологисемпе усǎ курнипе туса кǎларассине йĕркелес ыйтусене тĕплĕн тишкереççĕ. Проекта пурнǎçлама республикǎн конкурентлǎ вǎйлǎ енсем пур. Эпир Раççейри пĕрремĕш эндопротезировани центрне тума пултартǎмǎрÿ ǎна хальхи медицина оборудованийĕпе тĕнчери стандартсем тǎрǎх тивĕçтернĕ, унта ĕçлекен чи ǎста врачсем уйǎхне вǎтамран 50 пин тенкĕ, медицина сестрисем 24 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.
Нанотехнологисен аталанǎвне Чǎваш Енĕн Ушкǎнпа усǎ курмалли центрĕ пулǎшу кÿрет. Вǎл нумаях пулмасть хǎйĕн компетентлǎхне тата Наноиндустри продукцине ирĕклĕн сертификацилемелли тытǎм требованийĕсене юрǎхлǎ пулнине çирĕплетекен аттестат илнĕ.
Çитĕнÿ тǎвас тесен бизнесǎн тата Министрсен Кабинечĕн малта пыракан ǎслǎлǎх шкулĕсемпе, НППП нанотехнологин Пĕтĕм тĕнчери инноваци центрĕпе, Пĕтĕм тĕнчери «Пĕтĕмĕшле энергетика» ǎс-хакǎл центрĕпе тата чылай ытти правительствǎсем хушшинчи тата общество организацийĕсемпе çыхǎнса ĕçлемелле.
Иккĕмĕш приоритет. Эпĕ нумаях пулмасть Чǎваш Республики чǎнласах Раççейри пĕрремĕш биорегион, çĕршыври çак наука-техника çул-йĕрĕн пысǎк пĕлтерĕшлĕ центрĕ пулма пултарасси пирки пĕлтерĕм. Вǎл агропромышленность комплексĕнче, пурǎнмалли çурт-йĕрпе коммуналлǎ хуçалǎхра, сывлǎх сыхлавĕнче тата ытти сферǎра хальхи вǎхǎтри биотехнологисене анлǎн ĕçе кĕртме палǎртать.
Биотехнологи çул-йĕрĕсен пĕтĕм хисепне çавǎрса илме май çук. Чǎваш Ен ǎçтарах вырнаçнин уйрǎмлǎхне, унǎн вǎйлǎрах конкурентлǎ енĕсене, социаллǎ пурнǎçпа экономика тата инноваци вǎй-хǎватне шута илсе эпир «Чǎваш Ен – биорегион» стратегилле аталанǎвǎн çак приоритечĕсене суйласа илтĕмĕр. Вĕсем тавралǎх хутлǎхĕпе экологири, ял хуçалǎхĕпе агропромышленность комплексĕнчи, энергетикǎри биотехнологисем, çавǎн пекех пурнǎçǎн çĕнĕ тытǎмне ХХI ĕмĕрĕн тĕслĕхĕпе йĕркеленин пуçламǎшĕ евĕр – биоэкополиссем.
Чǎваш Ен ытларах ял хуçалǎх регионĕ пулнине шута илсе, унǎн экономикине аталантарасси ял хуçалǎх продукцийĕсем туса илессин калǎпǎшне тĕпрен ÿстерессипе çыхǎннǎ. Чи çывǎх тĕллев – çулталǎкне 1 миллион тонна тырǎ тата 1 миллион тонна тымар çимĕç туса илесси. Çак хисепсем вĕсене туса илессин калǎпǎшне икĕ хут пысǎклатнине эсир пĕлетĕр. Эпир çакна тǎватпǎрах. Кам ĕнемест, çав ирĕклĕ.
Биотехнологи мелĕпе тирпейлекен производствǎсене вырǎнти ял хуçалǎх чĕр таварĕпе усǎ курса аталантарма юлашки çулсенче пĕтĕм инфратытǎм майĕсене туса хунǎ – халǎх пурǎнакан кашни вырǎна çитиеххытǎ сийлĕ çулсем, газ илсе çитернĕ, информаципе çыхǎну технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ «интернетпа çыхǎнтарнǎ тĕслĕх библиотекǎсене, ушкǎнпа усǎ курмалли центрсене, çемье врачĕн офисĕсене тата ыттисене те кĕртсе». Приоритетлǎ тĕллевсен шутĕнче – «Таса шыв» проект, ун валли эпир çуллен миллиардшар укçа-тенкĕ уйǎратпǎр, республика историйĕнче кунашкалли халиччен нихǎçан та пулман «сǎмах май, астутаратǎп: талǎкра çухатакан шĕвеке физиологи енчен саплаштарма çынна чей е кофе мар, çитменнине тата кола та, фанта е лимонад та мар, шǎпах таса шыв кирлĕ». Чǎваш Енре инфратытǎм тĕлĕшпе юлса пыракан районсем çук. Çапла майпа эпир пĕтĕм территорире тухǎç тǎвакан вǎйсене вырнаçтармалли чарусене пǎрахǎçларǎмǎр. Ку пирĕн çитĕнÿ тата Раççейри ытти регион умĕнче Чǎваш Ен палǎрмаллах вǎйлǎрах пулни. Эпир те, эсир те, муниципалитетсен хисеплĕ пуçлǎхĕсем, çакǎнпа усǎ курма тивĕç.
Раççейри биотехнологсен обществи эпир ыйтнипе кǎçал Чǎваш Енри пĕтĕм район экономикине тата запас никĕсне тишкерÿ турĕ. Специалистсем вĕсенче кашнинчех пурнǎçа кĕртмелли приоритетлǎ биотехнологи çул-йĕрĕсене палǎртнǎ.
Тĕллев лартатǎп: республикǎн пĕтĕм территорийĕнче, кашни муниципалитет пĕрлĕхĕнчех вырǎнти масштабпа та – хǎйсем валли усǎ курма, çавǎн пекех пысǎкраххисене те, продукцийĕсене тулаш рынока кǎларма, биотехнологисен производствисене вырнаçтарса тухмалла. Администрацисен 2010 çулхи пуш уйǎхĕн 1-ĕшĕччен конкретлǎ сĕнÿсем хатĕрлесе Министрсен Кабинетне тǎратмалла.
Чǎннипе каласан, 2010 çулта Чǎваш Енре «ешĕл революци» старт илет. Ял хуçалǎхĕнче инноваци енĕпе мала иртесси вǎл – ял хуçалǎх производствине республикǎна апат-çимĕçпе тивĕçтерекен тата экспорт вǎй-хǎватне ÿстерекен никĕс евĕр аталантармалли программǎсемпе проектсем. Экспертсен хаклавĕ тǎрǎх, çитес 15 çулта тĕнчери халǎх йышĕ тата 1 миллиард çын ытла ÿсет, вĕсем валли апат-çимĕç те, ытти тавар та ытларах кирлĕ пулать. Çавна май, Чǎваш Енĕн РШП тÿпинчи ял хуçалǎх таварĕсем вун пĕр проценчĕ – пире конкуренци енĕпе вǎйлǎрах тǎвакан хушма вǎй-хǎватÿ ǎна, çав шутра апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç производствин калǎпǎшне пысǎклатса тата чǎваш продукчĕсен экспортне ÿстерсе, пурнǎçа кĕртмелле.
Чǎваш Ен Ял хуçалǎх министерствин 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулта республикǎн апат-çимĕç комплексне инноваци мелĕпе улǎштармалли республика программине туса хатĕрлемелле. Унта çĕнĕ пысǎк технологисене «лазер пайǎркин стратегийĕн» принципĕпе шута илсе асǎннǎ комплексǎн пĕтĕм сыпǎкне кĕртмелле – кадрсене вĕрентессинчен, мĕн пур йышши хуçалǎхра апат-çимĕç туса илессинчен, ǎна упрассинчен, тирпейлессинчен, турттарассинчен, сутассинчен пуçласа усǎ курни тата каяшсене «ешĕл шухǎшлав» политики никĕсĕ çинче ĕçе яни тата экологи тĕлĕшпе таса продуктсем кǎна туса илме палǎртни таранах.
Виççĕмĕш приоритет – конвергентлǎ информаципе çыхǎну технологийĕсене аталантарасси тата вĕсемпе усǎ курасси.
Мĕн пур вырǎнта та пралуксǎр çыхǎну сарǎлни, çыхǎнǎвǎн, навигаци системисен çĕнĕ тĕсĕсем çурални пулǎшу ĕçĕсен «виртуаллǎ» класĕ çине куçассине пурнǎçа кĕртме пулǎшать.
Сарлака йĕрлĕ интернета малта пыракан Grid-технологисемпе вǎйлатни çав тери хǎватлǎ шутлавпа инçетрен усǎ курмалли йĕркепе ĕçлеме, производствǎна пĕр вырǎнта аталантарассине тата глобализацилессине шайлаштарма, çын ǎçта пулнине пǎхмасǎр, ǎна тĕрлĕ енлĕ пулǎшу пама майсем тǎвать, çапла ǎна, чи лайǎх пĕлтерĕшпе, – тĕнче гражданинĕ пулма тата пĕтĕм этемлĕхĕн ĕç кǎтартǎвĕсемпе усǎ курма ирĕк парать.
Çакǎ халǎха патшалǎх тата муниципалитет пулǎшу ĕçĕсене парассинче кǎна мар, «справкǎсǎр республика» туса хурассине çывхартса та, çавǎн пекех экономикǎн потребитель тата инфратытǎм пайĕсенче те синергетика эффектне йĕркелет.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
«Кĕнчелепе тĕнче тытаймǎн», – текен ваттисен сǎмахне ас тǎватǎр-и? Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчи индустриализаци çитĕнĕвне чǎн малтанах пĕтĕмĕшле хут пĕлменлĕхе пĕтернипе тата ǎста инженерсемпе ĕçченсене вĕрентсе тивĕçтернĕ. Паян та модернизаци çитĕнĕвне пĕтĕм халǎха компьютер пĕлĕвне пани тата хальхи вǎхǎтри инженерсемпе программистсене тата пысǎк ǎсталǎхлǎ ĕçченсене вĕрентсе хатĕрлени шучĕпе çавǎн пекех тума пулать. ǎна тума ансат, анчах та паянах питĕ пĕлтерĕшлĕ, хальлĕхе Раççейри пĕр регион та тǎвайман проектран – халǎха компьютерпа ĕçлеме пĕр çын юлмиччен хǎнǎхтарнинчен – пуçламалла. Республикǎра çакǎн валли лайǎх никĕс пур.
Чǎваш Ен Вĕрентÿ тата Чǎваш Ен Культура министерствисен тĕллевĕ – республикǎри шкулсене тата библиотекǎсене компьютерсемпе чи çÿллĕ шайра тивĕçтернине, экспертсен хаклавĕпе ку шай Европǎри çĕршывсемпе тан, шута илсе, Чǎваш Ен Çыхǎну тата информатизаци енĕпе ĕçлекен патшалǎх комитечĕпе, общество тата волонтер организацийĕсемпе пĕрле республикǎри пĕтĕм халǎха компьютер пĕлĕвĕ парас енĕпе тĕллевлĕ программа туса хатĕрлесси.
Вǎхǎт маларах улшǎнми туйǎннǎ принципсемпе саккунсене те улǎштарать. Çапла, пурте пĕлекен «Информаципе хуçаланакан тĕнчене тытса тǎрать» текен каларǎш паян кивелнĕ. Халĕ тĕнчене информацине ыттисенчен маларах системǎлама тата унран пĕлÿ илме пĕлекен тытса тǎрать.
Çакна каламалла, паян информаци калǎпǎшĕ калама çук ÿссе кайнǎ, йышǎну тумалли вǎхǎт кĕскелнĕ условисенче управлени задачисене татса памалли йǎлана кĕнĕ майсем вǎйсǎр пулса тухаççĕ. Хĕвел анǎç çĕршывĕсенчи тĕпчевçĕсен хаклавĕ тǎрǎх, хальхи вǎхǎтра интернетри информаци калǎпǎшĕ кашни 5 çулта икĕ хут пысǎкланать, 2020 çул тĕлне вǎл кашни 72 кунра икĕ хут ÿсме тытǎнать. Тата халĕ çĕнĕ те пысǎк малашлǎхлǎ когнитивлǎ технологисем малти вырǎна тухаççĕ. «Сǎмах этем ǎс-хакǎлне, шухǎш хастарлǎхне тата ассоциативлǎ шухǎшлавне аталантарас тĕллевлĕ информаципе пĕлÿ сĕнекен технологисем пирки пырать». Экспертсем вĕсем малашне паянхи нанотехнологисенчен те сумлǎрах пулассине палǎртаççĕ.
Чǎваш Енĕн Промышленность тата энергетика министерствине Раççейри пысǎк технологисене аталантаракан фондпа, Раççей ǎс-хакǎл харпǎрлǎхĕн наукǎпа тĕпчев институчĕпе, Раççейри Биотехнологсен обществипе, Раççей Наукǎсен академийĕн Прикладной математика институчĕпе, Техника университечĕсен ассоциацийĕпе пĕрле «вĕсемпе малтанлǎха калаçса килĕшнĕ ĕнтĕ» республикǎра Пысǎк технологисен когнитив центрне туса хурасси пирки сĕнÿсем хатĕрлеме хушатǎп.
Тǎваттǎмĕш çул-йĕр – хĕвел энергийĕсĕр пуçне, ытти альтернативлǎ çǎл куçсене аталантарасси.
Республикǎн энергетика политикин стратегилле тĕллевĕ энергетика тухǎçлǎхне ÿстерсе, анлǎ сарǎлман энерги çǎл куçĕсемпе усǎ курса, энергие перекетлекен мероприятисене пурнǎçа кĕртсе топливǎпа энергетика ресурсĕсемпе усǎ курассин тухǎçлǎхне ÿстересси пулса тǎрать.
Министрсен Кабинечĕн, муниципалитет органĕсен биоэтанол, биодизель, биогаз производствисене туса хурас ĕçре пулǎшу кÿмелле, çакǎ Чǎваш Ен экономикинче топливǎн çĕнĕ тĕсĕсемпе усǎ курма май парать.
ǎшǎ тытакан тухǎçлǎ çĕнĕ материалсемпе çуртсем тунǎ çĕрте усǎ курассине палǎрмаллах пысǎклатмалла, вĕсене тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ тата «ǎслǎ çурт» йĕркипе хǎтлǎх кÿнĕ чухне пысǎк технологисемпе усǎ курмалла.
Çакна пула регионти шалти продуктǎн энерги шǎнǎçулǎхĕ 40 процент чухлĕ чакать. Хывнǎ укçа-тенкĕн кашни тенки пуçне юлашкинчен 25 тенкĕ ытла хушма тупǎш илме май пулать.
Технологисене тата производствǎна модернизацилесси професси енĕпе малтанхи, вǎтам, аслǎ пĕлÿ парассине анлǎн «технолоГизацилесе» ĕçченсен тĕрлĕ категорине çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлемелли программǎсем хатĕрлеме, çавǎн пекех дисциплинǎсем хушшинчи профилĕн инжиниринг компетенцине шута илекен тǎтǎш вĕренĕвĕн тытǎмне йĕркелеме ыйтать. Аслǎ шкулсенче инноваци ĕç-хĕлĕн теорине тата майĕсене массǎллǎ вĕрентни, технологисене коммерцилес енĕпе ĕçлекен специалистсене тата инноваци проекчĕсен менеджерĕсене вĕрентсе хатĕрлени инноваторсен тытǎмне тата вĕсен ǎсталǎх шайне тĕпрен улǎштараççĕ.
Çĕнĕ экономика çул-йĕрĕсем вĕренĕве тата сывлǎха сыхлас ĕçе малалла аталантарма ыйтаççĕ. Çынна хывакан инвестици – урǎх ним те мар, экономикǎна тÿррĕн хывǎнакан инвестициехÿ ǎслǎ тата сывǎ ĕçченсемсĕр çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме, конкурентлǎ пулма, ĕç тухǎçлǎхне малта пыракан çĕршывсенчи пек ÿстерсе пыма май çук. Çавǎнпа та Чǎваш Ен бюджетĕнче вĕренĕве малалла модернизацилес, сывǎ пурнǎç тата спорт йĕркисене тытса пырассине пулǎшас енĕпе, медицинǎн пысǎк технологийĕсене ĕçе кĕртме тǎвакан тǎкаксем приоритетлисем пулса юлаççĕ.
Çÿлерех калани шайĕнче сире паян калаçакан амбициллĕ тĕллевсемпе задачǎсем икĕ условине çирĕплетнĕ йĕркепе пǎхǎнса пырсан кǎна пурнǎçа кĕме тата пĕлтерĕшлĕ пуласси çине тимлĕх уйǎрма ыйтатǎп.
Пĕрремĕшĕ вǎл – аслǎ шкулти лару-тǎрǎва пахалǎхлǎн улǎштарасси. Эпир шкул пурнǎçĕнче чǎн-чǎн революци туса ирттертĕмĕр, професси енĕпе малтанхи тата ятарлǎ вǎтам пĕлÿ паракан вĕрентÿре те интересли чылай. Раççей Вĕрентÿпе наука министерствин хаклавĕ тǎрǎх, чǎваш шкул ачисенчен 92 проценчĕ паян тĕнчери чи çÿллĕ стандартсене тивĕçтерекен шкулсенче вĕренеççĕ «Раççейĕпе – 60 процента яхǎн». Чǎваш Ен шкул олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырǎн йышǎнать. Пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакан çамрǎксем çĕршыври чи лайǎх аслǎ шкулсене вĕренме кĕресси ХХI ĕмĕрте 100 хут ытла ÿснĕ! Вǎтам пĕлĕвĕн çавнашкал кǎтартǎвĕсем пирки Америка ĕмĕтленет!
Пирĕн аслǎ шкул вара? Вǎл Гарвад, Стэнфорд, Йель, Оксфорд е Кембридж стандарчĕсем патне пыраять-и? Тÿррĕн хуравлǎр!... Çук! Тĕнчери нимĕнле рейтингра та пирĕн аслǎ шкулсен ячĕсем çук, вĕсен публикацийĕсене цитатǎланин индексĕ нуле çывǎх, вĕсенчен нумайǎшĕ паракан дипломсем тĕнчере, çав шутрах хамǎр çĕршывра та хисепре мар, хǎш-пĕри вара чǎннипех шанманлǎх çуратать. Ку ÿпкелесе калани мар, пирĕн çав амбициллĕ плансене пĕтерсе хума пултаракан шайлашусǎрлǎх çине тимлĕх уйǎрма кирли çинчен сире аса илтермелли манǎн тивĕç. Аслǎ шкул проблемисене административлǎ майпа хĕсĕрлесе тата пусмǎрласа татса пама май çук. Çавǎнпа та ректорсене, декансене, профессорсене, доцентсене, преподавательсене чĕнсе калатǎп: пирĕн республика малашлǎха çул хывас ĕçри хǎвǎрǎн сайра тивĕçĕре туйса илĕр, ǎнланǎр. Паян тĕнче шайĕнчи аслǎ пĕлÿ кǎна императив пулаять. Вǎтам пĕлÿ енĕпе пире Раççейре чǎн-чǎн лидерсем пулма пулǎшнǎ евĕр кǎтартусене çĕнсе илес тесе, Президент тата Чǎваш Енĕн пĕтĕм Правительстви сирĕнпе пĕрле ĕçлеме хатĕр!
Çирĕплетнĕ йĕркепе пурнǎçламалли иккĕмĕш услови – ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ǎс-тǎнпа кǎмǎл-сипет, ǎс-хакǎл тĕлĕшĕнчен те сывǎ çынсем. Енчен те эпир чǎннипех homo sapiens пулсан, кашни çĕнĕ ǎрǎвах сывǎрах пулма, сиенлĕ йǎласенчен хǎтǎлса пыма тивĕç. Физкультурǎпа тата спортпа хавхаланни, пахалǎхлǎ апатлану, çÿллĕ шайри культура тата пĕлÿлĕх, эрех-сǎра ĕçессине, табак туртассине, наркотиксемпе айкашассине сивлени – чǎннипех ǎнǎçуллǎ пулас тетпĕр пулсан, акǎ мĕнпе палǎрса тǎмалла пирĕн, Чǎваш Енре пурǎнакансен. Кун пирки эпир нумай калаçатпǎр тата нумай ĕçлетпĕр, çапах та çак темǎпа çивĕч ыйту çине обществǎн кашни кунах, кашни минутрах тимлĕх уйǎрмалла. Мĕншĕн тесен пирĕн урǎх нимĕнле запас та çук, хальхи тĕнчере этем ресурсĕ вара шǎпах – чи кирли.
Хисеплĕ депутатсем, хаклǎ ентешĕмĕрсем!
«Пурǎнан пурнǎç пǎрнǎçсǎр пулмасть»,– теççĕ чǎвашсем. Пуçарулǎх, инновацисем, хǎнǎхнǎ йǎласен туртǎмне сирме пултарни, текех çĕршыв та, тĕнче те кивĕ йĕркесем патне таврǎнас çуккине ǎнланса ǎша хывни хальхи йывǎрлǎхсене тивĕçлĕн чǎтса ирттерме кǎна мар, вǎйлǎрах, хǎюллǎрах, конкурентлǎрах пулма май параççĕ.
Пирĕн майсен, паллах, чиккисем пур. Тĕллев пĕлтерĕшĕ чикĕсен картинче ĕçлесех пысǎк кǎтарту тǎвасси пулса тǎрать. Çакǎн пек кǎна пурǎнма та, ĕçлеме те интереслĕ.
...«Çил урǎх енчен вĕрме пуçласан, пĕрисем хÿме çĕклеççĕ, теприсем çил арманĕ лартаççĕ», - вĕрентет хĕвел тухǎç ǎсĕ. Эпир сирĕнпе Чǎваш Енре мĕн тумаллине пĕлетпĕр.
«Чǎн малтан сǎмах пулнǎ». Ку тезис пирки тавлашмастǎп, анчах та сǎмах шухǎш хыççǎн пырассǎн туйǎнать. Шухǎша уçса пани вара - ĕçсен пуçламǎшĕ. Паянхи малашлǎх ĕнерхи мар ĕнтĕ, вǎл урǎхларах. Эпир çакна пĕлетпĕр. Çав пĕлÿре – пирĕн çĕнĕ вǎй тата çĕнĕ шанчǎк! Çапла пултǎр!
Итленĕшĕн пысǎк тав!