19 декабря 2009 г.
Кăçалхи юлашки Информаци кунĕ раштавăн чи сивĕ те хаяр тапхăрĕпе çыхăнчĕ. Район шайĕнчи организаци-предприяти, учреждени, хуçалăх ер-тÿçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, пĕр сăмахпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхпа Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва сÿтсе явма Чăваш Енри тĕрлĕрен министерство представителĕсем хутшăнчĕç.
Райадминистраци залĕнчи тĕл пулура район пуçлăхĕ Н. Глухов кун йĕркипе паллаштарнă хыççăн Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи В. Тихонов Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырупа кĕскен паллаштарчĕ:
– Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли – Президент халăх умне лартнă 15-мĕш тĕллевлĕ Çыру. – Вăл çак Çырура юлашки 2-3 çулта республикăра халăх ырлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн тунă пархатарлă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, пуласлăх валли ырă йĕр хăвармалли пирки тĕллев лартнă.
Тăван кĕтес малашне те чечеклентĕр тесен пирĕн пĕрле кар тăрса ĕçлемелли пайтах. Чăн малтан хамăр пурăнакан тавралăха упраса хăвармалла. Сăмахран, Шупашкарта пурăннă кашни çын иртнĕ çул 818 килограмм çÿп-çап туса кăларнă, ку хисеп Чехири кăтартуран 2,8 хут ытларах! Кун пирки Президент Çырура çирĕп йышăну тума каланă. «Раççейре кулленхи пурнăçра «экологи императивне» кирлĕ пек йышăнманни тата унпа ĕçлеменни Чăваш Енре эпир çак тĕлĕшпе ĕçлеме пултараймастпăр е тивĕç мар тенине пĕлтермест. Республикăра пурăнакан кашни çынах «ешĕл шухăшлав» евĕр шухăшлама, урăхла каласан çут çанталăкшăн кашни кунах тăрăшма, унта пулса иртекен улшăнусене пĕлсе тăма пулăшмашкăн хатĕр пулма вĕрентмелле», – тенĕ черетлĕ Çырура.
– Кашни отрасле паянхи кун ыйтнă пек хакланă вăл, çак тĕллевпе республикăна çитес вăхăтра йывăрлăхран хăтарас тесен вырăнсенче кашни ертÿçĕ, ытти ĕçлекен хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаллине каланă, – паллаштарчĕ кĕскен Çырури хăш-пĕр вырăнпа информаци ушкăнĕн ертÿçи В. Тихонов.
«Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин суд экспертизин Чăваш лабораторийĕ» Патшалăх учрежденийĕн начальникĕ Л. Морозов районти Информаци кунне хутшăннă май, районсенче Çырура каланă шухăшсене çирĕп пăхăнса ĕçлемеллине çи-вĕчлетрĕ.
Юлашкинчен Президент Патшалăх Канашне янă Çыру пирки район пуçлăхĕ Н. Глухов хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетрĕ:
– Н.В. Федоров Чăваш Ен ертÿçи пулнă тапхăрта Патăрьел районĕ чылай аталанчĕ. Эпĕ район пуçлăхĕнче ĕçленĕ сакăр çул хушшинче те сулмаклă улшăнусем пулчĕç, ял халăхĕн пурнăçĕ палăрмаллах çăмăлланчĕ, лайăхланчĕ.
Çакна юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни те уççăн кăтартса парать. Кăçал çеç ра-йонтан 396 выпускник вĕренсе тухса кайнă, ун вырăнне Президент Çырупа паллаштарнă кун тĕлне пилĕк-çĕрмĕш пепке çуралнă! Николай Васильевич калашле, пирĕн яланах çĕннине шырамалла, лайăххи патне ăнтăлмалла. Ĕçпе çеç мар, шухăшпа, ăс-хакăлпа та. Çавăн чухне пирĕн район паянхинчен те кăтартуллăрах пулĕ, – терĕ Николай Иванович кĕскен ертÿçĕсем умне çирĕп тĕллев лартса.
Информаци кунне хутшăннисем Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари службинче, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта, çак ялта тăвакан ветеринари участокĕнче пулса ĕç коллективĕсемпе курнăçнă, ЧР Президенчĕн Çырăвне сÿтсе явнă.