АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта çĕнĕ катоксем уçăлаççĕ

19 декабря 2009 г.

Çанталăк сивĕтнĕ май, ялсенче пăрлантарнă площадкăсем пĕрин хыççăн тепри уçăлаççĕ. Çак кунсенче Çĕнĕ Ахпÿртре хĕллехи сезона пуçласа шайбăпа хоккейла выляссипе ăмăрту иртнĕ. Туслă тĕл пулăва Сăкăтсем килнĕ. Спортсменсене Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăх пуçлăхĕ В. Краснов, хоккеистсен «Олимп» команда тренерĕ Н. Михайлов çĕнĕ сезон пуçланнă ятпа саламланă, кăçалхи ăмăртусен планĕпе паллаштарнă.

Вăйăра «Олимп» команда хăнасенчен те, ветерансенчен те выляса илнĕ.

Иртнĕ шăматкун Шăнкăртамри культура çурчĕ умĕн-че те каток уçăлнă. Унта халĕ тăтăшах хаваслă кĕвĕ янăрать, ачасемпе пĕрлех аслă çулхисем те конькипе ярăнса савăнаççĕ, хоккейла выляççĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕн Р. Купкеновăн Çĕнĕ çул умĕнхи пысăк парнине пурте хапăлласа йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика