АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсем йĕркеллĕ иртчĕр тесе

19 декабря 2009 г.

Чрезвычайлă лару-тăруран тата пушар хăрушлăхĕнчен асăрхаттарас тата инкексене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлекен пай начальникĕ М. Калмыков ертсе пынă.

Ларура халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем вăхăтĕнче хăрушсăрлăх туса хурас пирки сÿтсе явнă.

Комисси районти предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе должноçри çынсен яваплăхне ÿстерме сĕннĕ. Çавна май Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе ирттерекен мероприятисене çирĕп сăнавра тытмалла. Мероприятисем ирттерес пирки пушар надзорĕн пайĕпе килĕшсе татăлмалла. Мероприятисем вăхăтне яваплă çынсене приказпа çирĕплетмелле. Дежурство йĕркелесси пирки те приказ кăлармалла. Уяв ирттермелли вырăнсене палăртса, хăрушсăрлăх ĕçĕсене пурнăçламалла. Пушар сÿнтермелли хатĕрсене йĕркене кĕртмелле. Пиротехника япалисемпе усă курма ирĕк памалла мар.

Район шайĕнче 2009 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2010 çулхи январĕн 11-мĕшĕччен яваплă çынсенчен дежурство йĕркелеççĕ. Çакна предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче те тумалла.

Комисси райшалĕçпайне обществăллă йĕркелĕхе сыхлассипе тимлĕхе ÿстерме сĕннĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика