19 декабря 2009 г.
l Шкул ачисен спартакиадин программипе килĕшÿллĕн тата РФ тава тивĕçлĕ учительне Г.М. Араева асăнса Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул спортзалĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртрĕ.
Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Хирти Пикшик, виççĕмĕшĕнче Сăкăт шкулĕсен командисем.
Тĕп шкулсен ушкăнĕнче Çĕнĕ Ахпÿрт шкулĕн команди мала тухрĕ, Треньел шкулĕ – иккĕмĕш, Ишлĕ шкулĕ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
И. Алеев, А. Камалетдинов, В. Анюров тренер-преподавательсен вĕренекенĕсем уйрăмах ăнăçлă ăмăртнине палăртмалла.
l Елчĕкри ача-пăча спортшкулĕнче йывăр атлетсен Чăваш Республикинчи чемпионачĕ пулчĕ. Унта Патăрьелĕнчи спортшкул команди тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ.
Уйрăм спортсменсем хушшинче М. Камасовăпа (тренерĕ С. Платонов) Г. Петрова (тренерĕ Н. Зимин) пĕрремĕш, И. Исаева (тренерĕ Н. Трифонов) иккĕмĕш, О. Галкина (тренерĕ Н. Трифонов) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Шел пулин те, арçын ачасенчен пĕри те призлă вырăна çĕнсе илеймерĕç.
l Çĕнĕ Шупашкарти çăмăл атлетика манежĕнче Раççей хулисенчи çă-мăл атлетсем Совет Союзĕн Геройне М. Дудецкие асăнса ирттернĕ ăмăртура тупăшрĕç. Пирĕн районтан унта хутшăннă спортсменсем Р. Мулгачев (тренерĕ Л. Никитина), М. Ялуков (тренерĕ С. Едриванова) 2-мĕш разряд нормине, К. Филиппова (тренерĕ Т. Кудряшова) 1-мĕш разряд нормине тултарчĕç. Ю. Никитин (тренерĕ Л. Никитина) 3000 метра чупса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
l Шупашкарта кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикинче мала тухмалли чемпионат тата «Хыпар» хаçат парнине çĕнсе илмелли Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртрĕç. Патăрьел районĕн атлечĕсем пурте тенĕ пекех иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Командăна пукан йăтассипе спорт мастерĕ Патăрьелĕнчи спортшкул преподавателĕ А. Алексеев хатĕрленĕ.
О. ГАЛКИНА.