АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АКЦИЕ ВĕçЛЕНĕ МАЙ

19 декабря 2009 г.

«Хĕвел, сывлăш тата шыв – пирĕн çывăх туссем», – тенĕ авалтан. Çак сăмахсем паянхи кунччен те пĕлтерĕшне çухатмаççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетес тесе шкул тата ун тулашĕнче иртекен спорт ăмăртăвĕсем пулсах тăраççĕ. Акă, сывă пурнăç йĕркишĕн акцине вĕçленĕ май классем хушшинче нумай енлĕ эстафета ирттертĕмĕр.

Унта тĕрлĕ конкурс витĕр тухмалла пулчĕ: туртăнасси (подтягивание), вĕрентÿ пăшалне сÿтсе пуçтарасси, патронсем пухасси, пукан йăтасси, сывлăш вăйĕпе перекен пăшалтан пересси, компаспа ĕçлесси тата ытти те.

Эстафетăна ачасем интересленсе хутшăнчĕç. Арçын ачасем хушшинче 9-мĕш «а» класра вĕренекен А. Кошкин 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. 2-3-мĕш вырăнсене 11-мĕш классенче вĕренекен И. Мылов, Н. Исаев йышăнчĕç.

Хĕрачасем хушшинче те çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Автомат-пăшал макетне ăста сÿтсе пуçтарса 9-мĕш «а» класра вĕренекен Д. Ялукова 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Этапсенче С. Арлановапа Е. Рогина 2-3-мĕш вырăнсене пайларĕç.

Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн 1-мĕш вырăна 9-мĕш «а» класс команди тухма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виç-çĕмĕш вырăнсене 10-мĕш «г»па 11-мĕш «е» класс пайларĕç.

«Паттăр» спорт-комплексĕнче ачасем хăйсен сывлăхне урок вăхăтĕнче, уроксем хыççăн та çирĕплетеççĕ. Шывпа туслисем В. Карягин инструктор патне секцине çÿреççĕ.

Уроксем хыççăн классем хушшинче шывра ишессипе ирттернĕ ăмăрту асра юлчĕ.

Вăтам, аслă классем хушшинче 25-50 метрлă дистанцире Я. Васюткина, К. Ялукова, К. Алексеева, Р. Филиппова, К. Пыркина, Д. Ялукова, А. Мулюков, Д. Семенов, Н. Иванов, Д. Поляков, С. Антонов, Р. Царев малти вырăнсене тухма пултарчĕç.

Эстафетăра пĕрремĕш вырăна 8-мĕш «а» класс тухрĕ. 7-мĕш «а»па 6-мĕш «а» классем 2-3-мĕш вырăнсене пайларĕç.

Аслă классем хушшинчи эстафета илĕртÿллĕрех те çивĕч иртрĕ. Пĕрин хыççăн тепри шыва чăмса 9-мĕш «б» класа çитекенни пулмарĕ. 2-3-мĕш вырăнсене 9-мĕш «а» класпа 10-мĕш «е» пайларĕç.

Сывă пурнăç йĕркишĕн иртнĕ акцие пĕтĕмлетсе шкул директорĕ Л. Сафронова, спорткомплекс директорĕ А. Краснов малти вырăнсене çĕнсе илнĕ хăюллă ачасене, команда-классене Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕç.

В. АНТИПОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика