23 декабря 2009 г.
Район пуçлăхĕ Н. Глухов райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура тĕп калаçу 2009 çулăн хăш-пĕр итогĕсем тата ăна ăнăçлă вĕçлес пирки пынă. Вĕсемпе отрасль пайĕсен ертÿçисем паллаштарнă.
Районта чылай уяв йăлана çирĕп кĕчĕ. Вĕсем – Ял кунĕсем, професси уявĕсем, çамрăк талантсен районти конкурсĕсем, Район кунĕ, А. Кокель ячĕллĕ тĕнчери пленэр тата ытти те.
Кăçал халăха ĕçпе тивĕçтерессипе тимлĕрех ĕçленĕ. 2010 çул валли ку енĕпе çĕнĕ хушма программа хатĕрленĕ. Ун валли 20 млн тенкĕ ытла уйăраççĕ.
Районта пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе малалла ĕçленĕ. Тăрăн ял тăрăхĕнчи Придорожная урамри пурăнмалли çуртсен комплексне тăвассипе ĕçленĕ, архив валли çурт хатĕрлеççĕ, Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăна юсаççĕ, «Россельхозбанкăн» Патăрьелĕнчи хушма офисĕн çуртне хăпартаççĕ, нумай хваттерлĕ виçĕ çурт тăваççĕ, нумай хваттерлĕ 17 çурта юсанă тата ытти те.
Район умĕнче 2010 çул валли питĕ пысăк тĕллев тăрать – Республика кунне хатĕрленсе ирттересси. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Н. Глухов ĕçсене анлăлатма, хăвăртлатма сĕннĕ.
Район пуçлăхĕ Н. Глухов хутмалли сезона ăнăçлă ирттерессипе, çур акине хатĕрленессипе, Çĕнĕ çула тата Раштав уявĕсене ирттерессипе тимлĕ пулма сĕннĕ, чрезвычайлă лару-тăруран малтанах асăрханма кирлине палăртнă.
(Хамăр корр.).