23 декабря 2009 г.
Р. Селиванов, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ:
– ЧР Президенчĕ Н. Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăва пысăк шайра хаклатăп. Николай Васильевич малашлăха курма пĕлни тĕлĕнтерет мана. Чăн та, Çырăва пĕрре итленипе, тепре вуланипе çырлахмастăп, икĕ-виçĕ хут пăхса тухатăп.
Пирĕн республика нефтьпе, çут çанталăкăн ытти пурлăхĕпе пуян мар. Пире çĕр тăрантарать. Çавна май ăна ытларах тимлĕх уйăрмалла. Аслă шкулсем пирки те сăмах хускатрĕ республика ертÿçи. Чăн та, вĕренÿ пахалăхĕ чакрĕ вĕсенче.
Çут çанталăка, тавралăха тирпей-илем кÿресси çинчен калани те тĕрĕс. Хальхи вăхăтра ăçта пăхан – унта çÿп-çап, усă курнă савăт. Никама та нимĕн те кирлĕ мар тейĕн.
Ăс-тăнпа, çирĕп сывлăхпа çеç эпир Чăваш Ене малалла аталантарма пултаратпăр тени тĕрĕсех.
М. Петров «Малалла» тата «Первомайск» хуçалăхсен ертÿçи:
– Н.В. Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çыру пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Кăçал ăна вун пиллĕкмĕш хут алла илтĕмĕр. Çыру – мал курăмлă, паянхи кун пурне те тĕллевлĕ ĕçлеме хистекен документ. Унта вăл Чăваш Енĕн тивĕçлĕ пуласлăхĕшĕн кашни çын хăйĕн ĕç вырăнĕнче паянхи пурнăç ыйтнă шайра ĕçлемеллине каланă. Ырă малашлăх валли вара шăпах çакă кирлĕ тесе шутлатăп.
Эпĕ уйрăмах юлашки çулсенче патшалăх ял хуçалăхне аталантарма пысăк пулăшу панипе кăмăллă. Сăмахран, Чăваш Енре усă курман çĕрсене ĕçе кĕртме республика бюджетĕнчен виçĕмçул 30 миллион, кăçал 50 миллион тенкĕ уйăрнă. Ытти енĕпе те пулăшу курăмлă. Урăхла каласан, патшалăх ял хуçалăхне йывăрлăхран тухма алă тăсса пачĕ. Ытти вара йăлтах хамăр пултарнинчен, çаврăнăçулăхран килет. Ахальтен мар ĕнтĕ Президент республикипе пĕрер миллион тонна çĕр улми тата тĕш тырă туса илме тĕллев лартать. Ăна пурнăçлама пулатех тесе шутлатăп.
Г. Фомин, Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ:
– Пĕтĕмĕшле илсен, Президент Çырăвĕнчи нихăш шухăша, тĕллеве те хирĕçлеме çук. Пурне те ырламалла çеç. Ман шутпа, район шайĕнче чăн малтан ăша хывмалли – Çырура витĕмлĕ палăртнă экологи ыйтăвĕ. Чăннипех те çут çанталăкпа çураçулăхра пулсан çеç пирĕн культура шайĕ те пысăкланĕ, ытти ĕçсем те кал-кал пырĕç. Кашни çын хăй пурăнакан, утса çÿрекен вырăнти тирпейлĕхшĕн, хăтлăхшăн, илемшĕн тăрăшмалла, вăл пурнăç норми пулмалла. Ун пек чухне вăрттăн çÿп-çап куписем те юлмĕç, районта кăтартуллă ялсен, урамсен, хуçалăхсен шучĕ те йышланĕ.
Н. Исаева, Патăрьелĕнчи тĕп библиотека директорĕ:
– Юлашки вăхăтра Республика Президенчĕ ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ăс-тăнпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те сывă çынсем çитĕнтересси пирки сахал мар калать. Çак шухăша вăл Патшалăх Канашне янă Çырура та çивĕчлетнĕ. Эпир, библиотека ĕçченĕсем, çитĕнекен ăрăвăн культура шайĕ ÿстĕр, вĕсем чи сиенлĕ йăласемпе: эрех-сăрапа, наркотикпа ан явăçчăр, çамрăклах пирус туртса организмне ан хавшатчăр тесе хамăртан мĕн килнине йăлтах пурнăçлама тăрăшатпăр.
Г. Абейдуллова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:
– Çырура педагогсене чăн малтанах шкул пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем пăшăрхантарчĕç. Çитес çул республикăра Учитель çулталăкĕ те-çке.
Чăваш Ен пуласлăхĕ валли йышăннă документра «Шкул пурнăçĕнче чăн-чăн революци туса ирттертĕмĕр, професси енĕпе малтанхи тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕрентÿре те интересли чылай» тесе пирĕн ĕçе хаклани кăмăллă. Пирĕн шкулсенчи выпускниксен çĕр-шыври чи лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕресси 2-3 е ытларах çеç мар, çĕр хут ÿсни кашни учителех савăнтарать. Унта пурин те тÿпи пур-çке. Малашне те эпир хамăр педколлективпа вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслечĕсене пурнăçа кĕртес тесе тимлетпĕр.
А. НИКОЛАЕВА çырса илнĕ.