23 декабря 2009 г.
Иртнĕ эрнере Елчĕкри вăтам шкулта Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи кĕçĕн класс ачисене вĕрентекенсем «Основы религиозных культур и светской этики» çĕнĕ курса вĕрентÿ программине кĕртесси пирки семинарта пулнă.
Çак çĕнĕ предмета тăваттăмĕш класра 2009-2010 вĕренÿ çулĕнчи тăваттăмĕш чĕрĕкре, пиллĕкмĕшĕнче 2010-2011 вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш чĕрĕкре вĕрентме пуçлĕç.
Семинарта республикăри вĕрентÿ институчĕн шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классене пĕлÿ парас енĕпе тимлекен кафедра заведующийĕ А. Кульева республикăра çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес пирки каланă, ĕç планĕпе паллаштарнă.
Çакнашкал мероприятиех Комсомольскинчи иккĕмĕш вăтам шкулта та иртнĕ, унта ачасене тутар этнокультурине вĕрентесси пирки сăмах пынă.