23 декабря 2009 г.
Юлашки вăхăтра районта водительсем çуран çÿрекенсем çине кĕрсе кайса инкек туни нумайланчĕ. Юлашки уйăхра çеç 3 тĕслĕх пулчĕ, 2 çын вилчĕ. Кунта çуран çÿрекенсем хăйсем айăплă, тĕслĕхĕсем вара ытларах чухне çĕрле пулаççĕ.
Паллах, водительсен те çуран çÿрекенсем пирки тимлĕрех пулмалла. Хă-вăртлăх режимне пăхăнмалла, çул-йĕр тата çанталăк условийĕсене яланах шута илмелле.
Çуран çÿрекенсен тротуарпа е сукмаксемпе çÿреме тăрăшмалла. Енчен те вĕсем çук пулсан, çавна пулах çулпа пымалла тăк, килекен транспорта хирĕç утмалла. Çĕрлехи вăхăтра çумра çутă тавăракан япаласем пулсан аван. Паллах, ăна водитель лайăх курма пултартăр.
Мĕн тесен те çуран çÿрекенсен хăйсене сыхламалла, çавăнпа çул-йĕр правилисене аса илсех тăмалла.
С. КУЗНЕЦОВ,
ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.